Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕт пурнăçланасси хамăртан килет

16 сентября 2009 г.

Ĕмĕт пурнăçланасси хамăртан килет Таяпа Энтринчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти ачасене çирĕм улттăмĕш çул нимĕç чĕлхине вĕрентет Елена Петровна Петрова. Етĕрне хĕрĕ кунта алла учитель дипломне илнĕ хыççăнах килнĕ. Мĕн пĕчĕкрен нимĕç чĕлхине шĕкĕлчеме кăмăлланăскер, ăна ачасене юратса вĕрентет. Унăн вĕренекенĕсем районти, республикăри олимпиадăсенче, тĕрлĕ конкурссенче палăраççĕ. Учительница халиччен шкул ачисенчен "нимĕç чĕлхи кирлĕ мар" тенине илтмен. Ют чĕлхе пĕлни нихăçан та, никама та сиен кỹмен. Сăмах май каласа хăварасах пулĕ, кăçалтан Елена Петровна шкулта акăлчан чĕлхине те вĕрентет. Педагог тахçантанпах пысăк ĕмĕтпе хавхаланса пурăннă. "Нимĕç чĕлхине чун ыйтнă пек вĕрентетĕп, Германи çĕршывне кĕнекесем тăрăх çеç мар, хамăн çитсе курасчĕ унта. Çыннисемпе нимĕçле калаçасчĕ",_ тесе çунатланакан ĕмĕте нумаях пулмасть пурнăçа кĕртрĕ Елена Петровна. Çакăнтан пысăк савăнăç мĕн пултăр мал ĕмĕтлĕ учительницăшăн?! _ Елена Петровна, сирĕн ĕçтешĕрсемшĕн те çак ĕмĕт ют мар пулĕ. Мĕнле майпа кайса килтĕр урăх çĕршыва? _ Хальхи вăхăтра тавра курăма анлăлатас, пурнăçран тăрса юлас мар тесен Интернетпа çыхăну тытни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Нимĕç чĕлхине лайăх пĕлес тесе Германири аслă вĕренỹ заведенийĕсем ирттерекен конкурссене хутшăнатăп. Иртнĕ çулхи чỹк уйăхĕнче Мюнхенри Гете институчĕ ют чĕлхене ытти çĕршывсенче мĕнле вĕрентнипе интересленсе конкурс йĕркеленĕ. Эпĕ электрон почтипе уроксен планĕсене ярса патăм. Раштав уйăхĕнче манăн ĕçсене илнине пĕлтерчĕç. Малтанах Мускавра пăхса тухнă вĕсене. Ака уйăхĕнче вара электрон çырăвĕ килчĕ. Унта мана Бремен хулине квалификацине ỹстерекен курса чĕннине пĕлтернĕ. Ака уйăхĕ вĕçĕччен çул çинче пулакан тăкаксене саплаштарма укçа-тенкĕ ярса пачĕç. _ Апла пулсан эсир тỹлевсĕрех кайса килнĕ унта? _ Çапла. Ăçта, хăш çемьере пурăнмаллине, вĕренмеллине малтанах пĕлтернĕ. Мускавран Амстердама, унтан Бремен хулине вĕçрĕмĕр. Дриксен çемйи кĕтсе илчĕ мана. _ Хăйсем чĕнсе илекен хăнасене çемьесене вырнаçтарасси йăлана кĕнĕ унта... _ Чĕлхене вĕренме килекенсем çын хушшинче ытларах пулччăр, калаçччăр тесе çапла тăваççĕ иккен. Халăхĕ хапăл тусах йышăнать. Пирĕн пек пыракансене хăйсем патĕнче усранăшĕн темле çăмăллăхсем параççĕ пулас вĕсене. Эпĕ ватă çемьене лекрĕм. Кил хуçи, Вернер, 75 çулта. Мăшăрĕ, Эльга, унран тăватă çул кĕçĕнрех. Хăйсем питĕ çамрăк курăнаççĕ. Вернер тинĕс карапĕн капитанĕ пулнă. Арăмĕ ниçта та ĕçлемен. Питĕ чаплă пурăнаççĕ. Çурчĕ виçĕ хутлă. Вĕсемпе эпĕ литература чĕлхипе калаçрăм. Малтанах шиклентеретчĕ пек те, каярахпа хăнăхрăм. Кăмăллă çынсем пулчĕç Дриксем. _ Хăвăр ăçтан килнине пĕлтертĕр пулĕ? _ Нихăçан та илтмен теççĕ Чăваш çĕршывне. Атăл хĕрринче вырнаçнине пĕлтерсен эпĕ килнĕ çĕре карта çинче ăна тупса хунă. _ Хăнана чаплă пăхаççĕ пулĕ? _ Начар мар. Анчах эпир хăнăхнă яшка çук унта. Ытларах бутерброд çиеççĕ. Мĕнпур япалана лавккаран туянаççĕ. Каккуй, çăкăр та хăйсем касмаççĕ, каснине илеççĕ. Вĕреннĕ çĕрте те апатлантарнă. Десерт таранах. Курс руководителĕ эрнене 100-120-шер евро парса пычĕ. Хамăр кĕсьерен нимĕн те тăкакламан. _ Икĕ эрне сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ пулĕ? _ Паллах. Унта кайса курнишĕн епле савăнăçлă эпĕ. 9 сехетрен пуçласа 16 сехет те 30 минутчен вĕреннĕ. Лекцисем итленисĕр пуçне методика, валеçсе памалли материалсем чылай парса ячĕç. Музейсенче пулса курни мĕне тăрать тата! _ Бременри шкулсемпе те паллаштарчĕç ĕнтĕ? _ Тĕрлĕ шкулсене уроксем итлеме илсе çỹрерĕç. Пуçламăш шкулта пĕр-пĕр класăн икĕ кабинет. Шкулĕсем номерпа мар, урам ячĕпе. Класра 18 ача вĕренет. Кĕçĕн классенче вĕренекенсен урок вăхăтĕнче тем тума та юрать. Вăйă кабинечĕсем, музыка класĕсем тĕрлĕ оборудованипе пуян. Вĕрентỹ çине питĕ вăйлă пăхаççĕ. 4 класс таранччен пĕр учитель вĕрентет. Ачасем шкула 6 çулта каяççĕ. Пире ют çĕршыв ачисем вĕренекен шкула илсе кайрĕç. Пĕр вырăс хĕр ачи пурччĕ класра. Алинăпа вырăсла та калаçрăмăр. _ Бремен музыканчĕсен хули мĕнпе тĕлĕнтерчĕ? _ Сип-симĕс пулнипе. Çак хулана Бремен музыканчĕсем чапа кăларнă. Пĕр тăван Гримăн тăван хули, анчах музыканчĕсем унта пулса та курман теççĕ. Пĕрремĕш кунах пире хула бургомистрĕ йышăнчĕ. Кунтах пире Германи Республикин федераллă канцлерне Ангела Меркеле курма тỹр килчĕ. Унта авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче суйлав пулать. Çавăнпа тĕл пулăва килнĕ те федераллă канцлер. Вăл социал-демократсен союзĕн членĕ. _ Елена Петровна, квалификацине ỹстернĕ çĕрте йышлăн пултăр-и? _ Раççей çĕршывĕнчен пиллĕкĕн. Иккĕшĕ Новокузнецкран, тепри Дон çинчи Ростовран, тăваттăмĕшĕ Рязаньтен, унтан эпĕ. Ыттисем тĕрлĕ çĕршывран килнĕ. Вĕсем хушшинче Китайран, Пакистанран, Перуран, Бразилирен те пурччĕ. Çакă тĕлĕнтерчĕ: Грузирен килнисем пирĕнпе вырăсла калаçмарĕç. Чылайăшĕ çак курсра темиçе хут пулнине пĕлтерет. Эпĕ тата Узбекистанран килнĕ ĕçтешĕм пуçласа килнĕ. _ Усăллă пулчĕ пулĕ? _ Паллах. Нимĕç чĕлхине ытти çĕршывсенче вĕренччĕр тесе йĕркелеççĕ те вĕсем. Çапла вара пирĕн, çак предмета вĕрентекенсен, тĕрлĕ конкурссене хутшăнма ỹркенмелле мар. Хамăртан килет ĕмĕте пурнăçа кĕртесси. Маларах аса илнĕ конкурса Чăваш Енрен виççĕн хутшăннă. Эпĕ вара Германи çĕршывне кайма тивĕçлĕ пулнăшăн питĕ хавас.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика