16 сентября 2009 г.
Çăмăл атлетсен кĕркунне те канма вăхăт çук _ авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейре "Наци кросĕ" иртет. Çак кун районти çуран чупма юратакансем аэродром территорине пухăнаççĕ. 8 ушкăнра иртет ăмăрту. 9-мĕш класс таран вĕренекен хĕр ачасем 1000 метрлă, арçын ачасем 2000 метрлă, 10-11-мĕш классенче вĕренекен хĕр ачасем 2000 метрлă, арçын ачасем 3000 метрлă дистанцисенче старта тухаççĕ. 35 çултан çамрăкрах хĕрарăмсем 2000 метрлă, 40 çултан çамрăкрах арçынсем 3000 метрлă, 35 çултан аслăрах хĕрарăмсем 1000 метрлă, 40 çултан аслăрах арçынсем 2000 метрлă дистанцисенче хăйсен ăсталăхне кăтартаççĕ. Ăмăрту 12 сехетре пуçланать. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене хаклă парнесем, дипломсем парса чыслаççĕ.