16 сентября 2009 г.
Ăратлă выльăхсен республикăри куравне республикăри ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакан 48 предприяти, фермер (хресчен) 10 хуçалăхĕ, уйрăм хушма хуçалăхсем хутшăннă. Куравра пысăк ăратлă мăйракаллă шултра выльăхсемпе, сыснасемпе, сурăхсемпе, лашасемпе, качакасемпе, кайăк-кĕшĕкпе, мамăклă тискер чĕрчунсемпе, пулăсемпе, вĕлле хурчĕсемпе, буйволсемпе паллашма май пулнă. Пирĕн районти "Прогресс" ЗАОпа "Комбайн" ЯХПК мăйракаллă шултра çамрăк выльăхсем (3-шер пуç), "Комбайн" ЯХПК сăвакан 1 ĕне, "Прогресс" ЗАО ландрас ăратлă 5 пуç сысна аçи тăратнă. Комисси вĕсене тĕплĕн тишкернĕ. Вĕсенчи мăйракаллă шултра çамрăк выльăхсене бронза медаль, 3 степень аттестатсем парса чысланă. "Комбайн" ЯХПКри сăвакан ĕне те бронза медальпе 3 степень аттестата, "Прогресс" ЗАОн сысна аçисем 1 степень аттестата тивĕçнĕ. Çĕнтерỹçĕсене укçан призсем парса хавхалантарнă.