12 сентября 2009 г.
"Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче фермăри витесене хĕле хатĕрлессипе çу тапхăрĕнче пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Петр Купташкин зоотехникран çакăн пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăмăр: _ 1993 çулта хуçалăхсем пайланнă хыççăн пысăк витен пĕр пайĕ çак вăхăтченех пушă тăчĕ. Алă пырса тĕкĕнмесен аллă çул выртать, теççĕ. Тĕрĕссипе каласан, эпир те çак çулсенче ăна çĕнетесси çинчен шутласах та кайман, укçа-тенке тăкаклас темен пулĕ. Пурнăç паян вара пире хăйех çакна тума хистерĕ. Çу кунĕсенчен тытăнсах витере пысăк реконструкци ĕçĕсене пуçарса ятăмăр. Тăрăшсан _ ĕç пулать, малтан пикенсе пуçăнасси анчах. Хĕл тапхăрне кĕнĕ тĕле кунта мăйракаллă шултра выльăхсен ушкăнне куçарас тетпĕр. Навус кăларакан транспортер туянтăмăр, чи малтан ăна вырнаçтарса хута ятăмăр. Ун хыççăнах çĕнĕ йышши материалсенчен туса хатĕрленĕ вентиляци трубисене вырнаçтарса хутăмăр. Унчченхи кĕленче чỹречесене оргстеклопа улăштартăмăр. Ĕнесен таканисен умĕнчи шыв поилкисене меллĕ туса хатĕрлерĕмĕр. Тимĕр тĕревсене çĕнĕ материалсенчен ăсталама, картишри картасене çĕнетме те вăй çитертĕмĕр. Халĕ урамра вырнаçтарнă таканасем умне бетон плитасем сармалли анчах юлать. Выльăх апачĕ хатĕрлесси çине те çу каçипех пысăк тимлĕх уйăртăмăр. Пытармалли çук, çанталăк условийĕсене пула кăçал утă, сенаж иртнĕ çулхинчен сахалрах пулчĕ. Çакна шута илсе япăх мар çитĕннĕ куккурусран пахалăхлă силос хывса хăварма тăрăшатпăр. Хальхи вăхăтра шăпах хуçалăхри механизаторсемпе водительсем çак ĕçре тăрăшаççĕ. Куккурус силосне 1000 тоннăран кая мар хатĕрлесе хăварма палăртатпăр.