12 сентября 2009 г.
Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалласа Елчĕкри тĕп библиотекăра йĕркеленĕ "Манăн Елчĕк çĕрĕ" фотоконкурс кунран-кун пуянланса пырать. Тăван çĕр, тăван тавралăх, çуралнă тăван кĕтес кашнинех хăй патне туртать. Ентешсен пултарулăхĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, пушшех, чуна савăнтарать. Çакна эпир асăннă фотоконкурсри ĕçсене хак панă май тепĕр хут çирĕплетсе калама пултаратпăр. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче тăваттăмĕш курсра вĕренекен Анна Павлова выставкăна тăратнă материалсенче Кармал, Элпуç ялĕсен илемĕпе, унăн пултаруллă та ĕçчен çыннисемпе паллашма тỹр килчĕ. Чăннипех, кăмăллă пулчĕ. "Солнышко" ача садĕнче воспитательница пулса ĕçлекен Наталия Петрова ĕçĕсенче ачасем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем мĕн çамрăкранах тăван çĕре, чĕрчунсене юратни, тăван тавралăх илемĕпе киленме пĕлни автор сăн ỹкерчĕкĕсенче яр уççăн йĕрленет. Наталия Петрова воспитательницăн иккĕмĕш класра вĕренекен Ирина хĕрĕ те амăшĕнчен кая мар пултаруллă пулса ỹсет. Пĕчĕк хĕр ачан "Çивĕч тихасем" ĕçĕ чылай куракана кăсăклантарать. Фотоконкурс чỹк уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырать. Тăван çут çанталăк илемне, çĕр ĕçченĕн пархатарлăхне курма, çут тĕнче илемĕпе киленме пĕлекенсене конкурса хутшăнасса шанса тăратпăр. Çĕнтерỹçĕсемпе çывăхрах раштавăн 1-мĕшĕнче тĕп библиотекăра паллашăпăр.