12 сентября 2009 г.
Районти муниципаллă библиотекăсем авиаци генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа сахал мар ĕçсем туса ирттернĕ. Библиотекарьсем юбилея хатĕрленсе малтанах мероприятисен планне, кĕнекесен выставкисем йĕркеленĕ, викторинăсемпе конкурссем, вăйăсем, тĕл пулусем ирттернĕ. Мероприятисене пĕтĕмĕшле "Çăлтăрсем патне-çул" ят панă. Патреккелти, Кавалти, Яманчỹрелĕнчи, Курнавăшри, Аслă Елчĕкри, Энтепери, Тăрăмри, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи библиотекăсенче ентешĕмĕре халалланă уяв каçĕсем асра юлмалла иртнĕ. Елчĕкри ача-пăча библиотеки те паллă событирен аякка пăрăнман. Л.Кудряшова заведующи ертсе пынипе Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕ Полина Кириллова республикăри "Юбиляры 2009 _ космонавты первого отряда" электронлă презентацине хутшăнса "Андриян Николаевăн çăлтăрлă çулĕ" альбом хатĕрленĕ. Вĕсен ĕçне пысăка хурса хакланă. Пĕлỹ эрнинче библиотекăра легендарлă ентеше чысласа "Пирĕн Андриян" выставка ĕçленĕ, кунта шкул ачисем П.Кириллован электронлă альбомĕпе кăсăкланса паллашнă. Хĕрлĕçырти библиотекăра "А.Г.Николаев _ чăваш çĕрĕн мăнаçлăхĕ" ятпа иртнĕ электронлă презентаципе вĕренекенсем хавхаланса паллашнă. Унта вĕрентỹ ĕçĕн ветеранĕ В.Щербаков хутшăннă. Вăл пухăннисене Андриян Николаевича лайăх пĕлнине, паттăр сăпайлă та ăшă кăмăллă, çынна яланах пулăшма хатĕррине палăртнă. Ялти библиотекăсем Интернет-акцине те активлă хутшăннă. Унта тĕрлĕ ỹсĕмри çынсем хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ. Районĕпе 500 çын ытла хутшăннă акцие. Халăхра çапла калаççĕ: "Ыр çын вилет _ ыр ят юлать". Чăваш чысне тĕнче умне кăларнă çыннăмăр пирĕн асран нихăçан та тухмĕ.