Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренỹпе ĕç юнашар

12 сентября 2009 г.

Вĕренỹпе ĕç юнашар Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта ачасене тарăн пĕлỹ парасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă вăхăтрах вĕренекенсене ĕçе явăçтарас тĕлĕшпе те пуçарулăх кăтартаççĕ. Шкулта вĕрентỹпе сăнав участокĕ пур. Ăна кунта 40 çул каяллах йĕркелесе янă. Çав тапхăртан тытăнсах вăл ачасене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтерессинче тĕп вырăн йышăнать, çак çулсенче вăл чăн- чăн ĕç шкулĕ пулса тăчĕ. Хальхи вăхăтра шкулти вĕрентỹпе сăнав участокне биологи предметне вĕрентекен Елена Зиноновна Морозова ертсе пырать. Вĕрентỹпе сăнав участокĕн ертỹçи кулленхи ĕçсене йĕркелесе пынă чухне технологи предметне вĕрентекен С. В. Долговпа тата В. В. Гавриловăпа тачă çыхăнса ĕçлет. Мĕншĕн тесен вĕренỹ тапхăрĕнчи çуркуннехи тата кĕркуннехи вăхăтра вĕсем ертсе пыракан ĕç урокĕсенче ачасене шкул çумĕнчи участокра ĕçлеме явăçтарасси час- часах пулать. Малтан унăн вĕсемпе канашламалла, ирĕк ыйтмалла. Хальхи вăхăтра вĕрентỹпе сăнав участокĕн лаптăкĕ 2 гектар йышăнать, темиçе çул каяллахипе танлаштарсан, вăл чылай пысăкрах та. Çавна май çуллахи вăхăтра графикпа килĕшỹллĕн вĕрентỹпе сăнав участокне производство практикине çỹрекен ачасен, классемшĕн яваплă педагогсен ĕçĕ те тăкăсланать. _ Апла пулин те вĕсем çакăншăн ỹпкелешсе калаçнине нихăçан та илтмен, пачах тепĕр майлă, паян пурнăçлама май пулнă ĕçпе хавхаланаççĕ, пĕр- пĕрне ырă канаш- сĕнỹ парса пулăшаççĕ,- тет Елена Морозова. Вĕрентỹпе сăнав участокĕнчи çĕр лаптăкне анлăлатнă хыççăн, юлашки çулсенче уйрăмах, шкулта тĕрлĕ пахча çимĕç туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çапла тума мĕн хистенĕ? Шкул директорĕ Л.Н.Васильева ыйту çине çакăн пек хурав пачĕ: "Мĕн пур йышши пахча çимĕçе вырăнта туса илме шутланин тĕп сăлтавĕ пĕтĕмпех столовăйĕнче хатĕрлекен апат хакне йỹнетес тенипе çыхăннă. Ĕçе çакăн пек йĕркелесе янине халĕ пурте тĕрĕс тесе шутлаççĕ. Мĕншĕн тесен пахча çимĕç продукчĕсем пурте хамăр вăйпа туса илнисем пулнăран вĕренекенсен кулленхи вĕри апачĕ хаклă та мар, çакă ачасене те, ашшĕ- амăшĕсене те тивĕçтерет". Шкул ертỹçи пахча çимĕç туса илнĕ çĕрте хутшăнса ĕçленĕ педагогсене, ашшĕ-амăшсене тав тăвать. Хальхи вăхăтра шкулта суханпа кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕрпе помидор, купăстапа севок, патисон тата ытти пахча çимĕç те туса илеççĕ. Вĕсем пурте тухăçлă çитĕнеççĕ. Кăçал уйрăмах сухан ăнса пулчĕ, хăйсенчен ытлашшине сутма та пултарчĕç вĕсем _ шкулшăн хушма укçа пулчĕ. Уйрăм звеносене пайланса ĕçлекен вĕренекенсем хăйсене çирĕплетсе панă участоксенче çитĕнекен тĕрлĕ культурăсене çу каçипех пăхса, сăнаса тăчĕç. Çиччĕмĕш класс ачисенчен йĕркеленĕ звено ку хутĕнче помидор сорчĕсене сăнавлă майпа çитĕнтерчĕ, тухăçĕ, чăннипех, пысăк пулчĕ. Хĕр ачасене тĕрлĕ чечексем, вĕсен сорчĕсене сăнаса тĕпчесси кăсăклантарать. Тăххăрмĕш класра вĕренекен Даша Смирнова, акă, килĕнче çитĕнтернĕ георгина чечекĕн çĕнĕ тĕсне шкула илсе пырса кăтартнă. Асăннă йышши йĕплĕ хĕрлĕ чечекпе вĕрентекенсемпе хĕр ачасем кăсăкланса паллашрĕç, халиччен çакăн пек чечеке хăйсем курманнине пытармрĕç вĕсем. Сăнав участокĕн ертỹçи Елена Морозова Дашăпа калаçса татăлчĕ ĕнтĕ, хĕр ача чечек тымарне шкула илсе пыма пулчĕ. Шкул умĕнчи пысăк пахчара çу каçипех илемлĕ чечексем çеçке çураççĕ, вĕсене курсан иртен çỹрекенсен кăмăлĕ çĕкленет. Ячĕсене пурне те каласа та пĕтереймĕн, 20-30 тĕрли те пур пулĕ кунта вĕсем. Ачасем те, вĕрентекенсем те, килĕсенчи пахчисенче камăн мĕнле чечек вăрри е тымарĕ пур, шкула илсе пыраççĕ. Çапла майпа тăван шкул йĕри _ таврашне тата хитререх тăвассишĕн тăрăшаççĕ пурте ушкăнпа вĕсем. Ку енĕпе уйрăмах Д.П.Кудряшова, О.А.Баранова, В.В.Тябукова, Н.П.Кузьмина вĕрентекенсен ячĕсене палăртса каламалла. Тăххăрмĕш класра вĕренекен Алексей Мурзинпа Денис Васильев, вун пĕрмĕш класри Оксана Герасимова та ỹсен-тăрансемпе туслă. Оксана Герасимова вара химипе биологи урокĕсенче илнĕ пĕлĕве практика ĕçĕнче çирĕплетсе парать. Вăл сăнав участокĕнчи тăпра пулăхне тĕпчесе пĕлчĕ. Çуткỹлĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта тĕрлĕ тĕслĕ йывăç-тĕм пахчи _ дендрари пур. Елчĕк шкул администрацийĕ сайра тĕл пулакан йывăçсене кỹрсе килес тĕлĕшпе хăйсен ĕçтешĕсемпе калаçса татăлнă. Вăхăта вăраха ямасăр иртнĕ çуркуннех вĕсене шкул территорине лартса хăварнă. Сăнаса, куç пек асăрхаса тăнă тĕмсемпе йывăçсем халĕ пурте чĕрĕлсе вăй илнĕ ĕнтĕ. Çакă пурин чун-чĕрине те савăнăç кỹрет...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика