09 сентября 2009 г.
"Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакансем уй-хирти ĕçсене пурнăçлассинче яланхиллех пысăк хастарлăхпа тимлеççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан 38 центнера яхăн пухса кĕртрĕç. 600 гектар çинчи кĕрхи çĕртме сухине чи кĕске вăхăтра, районта пуринчен малтан пурнăçласа хăварма пултарчĕç. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕнче пикенсех çĕр улми кăлараççĕ. Эпир унта ятарласа çитсе куртăмăр. Çĕр улмине авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче кăларма тухнă. Ирина Иванова агроном çав кунран пуçласа хиртен таврăнма пĕлмест. Кулленхи ĕçе тухăçлă йĕркелесе пырасси пĕтĕмпех унран килет-çке. Тепĕр чухне çĕр улми кăларма хутшăнакан хĕрарăмсемпе, шкул ачисемпе юнашар тăрса ĕçлеме тытăнать вăл. Ял хуçалăх предприятийĕнче юлашки çулсенче "иккĕмĕш çăкăр" лаптăкне май пур таран ỹстерсех пынă. Кăçал ăна 40 гектар çинче çитĕнтернĕ. Малашне унăн лаптăкне тата анлăлатма, паха вăрлăхсемпе анчах усă курма палăртаççĕ. Çак вăхăтчен туса илнĕ "Романо" сорта та тиркеме сăлтав çук. Кăçалхи пек типĕ çанталăк условийĕсенче те асăннă сортлă çĕр улми тухăçлă çитĕнет. Хĕрлĕрех тĕслĕ, çаврака, шултра çимĕçе куç аякранах лайăх курать. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Олег Карсаков "Сатурн" ял хуçалăх предприятийĕнче çĕр улми кашни гектартан 200 центнертан кая мар тухма пултарнине палăртать. Çĕр улми кăларнă çĕре куллен 150 çынран кая мар хутшăнать. Çав шутран 100-110-шĕ _ Çĕнĕ Пăвари шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, тепĕр 40-шĕ _ ялти тĕрлĕ çулсенчи вăй питти хĕрарăмсем. Вăхăта пăхмасăр тăрăшнин, кашни самантпа туллин те тухăçлă усă курнин кăтартăвĕ куç умĕнче _ ĕç ỹсĕнчĕклĕ пулса пырать. Ял çыннисемпе шкул ачисен хăйсене шаннă ĕçре çакăн пек хастарлăхпа тимленин тĕп вăрттăнлăхне палăртма манар мар. Кашни кун мĕн чухлĕ çĕр улми кăларнине кура 10 процентне продукципе параççĕ, ыттине укçан тỹлеççĕ. Çапла майпа ялти ĕçлеме ỹркенмен çынсен çак тапхăрти кашни кунхи шалăвĕ 1000 тенкĕрен кая мар пухăнса пырать. Канмалли кун _ вырсарни кун хире тухса ĕçлекен шкул ачисем 500-шер тенкĕ ĕçлесе илчĕç. Хуçалăх правленийĕ ачасене ĕçре хавхалантарас шутпа канмалли кунсенче ĕçленине расна списокра паллă туса çав кунхинех ĕç укçипе тивĕçтерет. Кăнтăрлахи, явкай апатне ĕçлекенсене хирех илсе пырса çитереççĕ. Мĕншĕн ĕçлес мар? Çĕр улми авăрне Родион Квасов механизатор вырнă, Владимир Кукурузов вара "иккĕмĕш çăкăра" хăй лартса хăварнă, ретсен хушшисене кăпкалатнă, колорадо нăррисенчен сыхласа им-çам сапнă, халĕ, акă, ăна хăйех кăларать. Механизатор хуçалăх производствинче нумай çул пĕтĕм чун-хавалĕпе тимлет. Çакăншăн ăна хуçалăх правленийĕ темиçе хутчен те тав тунă. Ĕç тăкăс вăхăтра ялти фермерăн Юрий Петровăн пулăшăвĕ те кирлĕ пулчĕ. Вăл пĕр сăмахсăрах хăйĕн тракторĕпе тата копалкипе хуçалăха çĕр улми кăларма пулăшрĕ. Ана çинчен пуçтарнă çĕр улмине ферма çывăхĕнчи хранилищĕне турттарма хутшăнакан Николай Купташкин, Валерий Семенов, Алексей Алексеев, Владимир Скирдов, Петр Локтев водительсем те правур, пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеççĕ.