Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ятлă хĕр ялтах юлать

09 сентября 2009 г.

Ятлă хĕр ялтах юлать Ялти культура çуртне 50 çул ытла пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнакан мăшăрсем пуçтарăннă. Вĕсем пурте пĕр ялта, Яманчỹрелĕнче çуралса ỹснĕ, çавăнтах мăшăр тупса тымар янă. Çак кунсенче вĕсене çемьен çирĕплĕхĕ пирки çамрăксене каласа пама культура çуртне йыхравларĕç. Вăйăран саланнă чухнехи пек мăшăрсем алран тытăнса кĕчĕç. Акă, Федор Емельяновичпа Мария Тимофеевна Евграфовсем сцена çине тухрĕç. "Эпĕ ăна юратмасăрах качча тухнă. Ĕлĕк йăли çапла пулнă. Пурăна киле килĕштертĕм мăшăрăма. Ылтăн туй туни те 5 çул иртрĕ ĕнтĕ. Халĕ çамрăксем юратса пĕрлешсен те пирĕн чухлĕ пурăнаймаççĕ", _ мăшăрĕ çине ăшшăн пăха-пăха калаçать Марье аппа. Вăл çамрăклах аслă аппăшĕсемпе Каспи тинĕс леш енне ĕçлеме тухса кайнă. Унта вăл тăван ялшăн, улахсемпе вăйăсемшĕн питĕ тунсăхланă. 21 çулхи хĕр çĕнĕ тум, пушмак туянсан Яманчỹрелне уява килет. Пĕринче вăййа тухсан тантăшĕсем хыпар систереççĕ: каçхине ăна Хĕветĕр качча илсе кĕресшĕн иккен. Каç кỹлĕм урама тухмасть вăл. Анчах каччă тепĕр кунне кăнтăрлах вăрлать. Утă çулнă çĕртен лартса каять... Пĕр чĕлхе тупнă вара çамрăксем. 55 çул пĕрле пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те тăван хуçалăхра ĕçленĕ. 5 ача ỹстернĕ, вĕсене пурне те аслă пĕлỹ панă. Ватăсем паянхи кун та пур ĕçе те пĕрле пурнăçлаççĕ. Вера Максимовна Яковлева та хăйне мăшăрĕ пĕрремĕш хут ăсатса янине лайăх ас тăвать. Ун чухне вăл 17-ре пулнă, Лекçей 24 çулта. Тин çеç çар хĕсметĕнчен таврăннă каччă ăна кĕркунне улахра курсанах куç хывнă. "Пĕрле пурнăç тăвăпăр," _ тенĕ вăл Вирука хапха умĕнче тăнă чухне. Çулла тăванĕсене пуçтарса туй тунă. "Тĕпрен уйрăлса тухмалла пулнипе çĕрĕ илмен эпир. Пĕлтĕр ачасем ылтăн туйра тăхăнтартрĕç", _ тет килĕшỹллĕ мăшăр. Йыш пысăк вĕсен: 7 ача, 14 мăнук. Лекçей тетен алли ылтăн. Ялта йывăçран çынна ăсталаса паман япала та çук пулĕ. Вирук аппа та хуçалăхра тăрăшса ĕçленĕ. Вăхăтĕнче ун сăн ỹкерчĕкĕ Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă. Хăтлă пурăнаççĕ вĕсем. Шывĕ те пỹртрех, кранран юхать. Япала çумалли автомат машини те вырăн тупнă пỹлĕмре. Ачисем тăрăшаççĕ вĕсемшĕн. Валентина Семеновнăпа Петр Николаевич Титовсем те ялти хисеплĕ çынсем. Çак мăшăр пĕр-пĕрне нихăçан та сивĕ сăмахпа кỹрентерсе курман пулĕ. Вĕсем яланах лăпкă калаçаççĕ. Иккĕшĕ те ăста пахчаçă. Помидор та вĕсен пуринчен малтан хĕрелет. Петя тете пушмак çĕлекен артельте ĕмĕрне ĕçлесе ирттернĕ. Валентина аппа хирти ĕçсене тухнă. "Хитре, ĕçчен хĕрсене ялтан юта кам яракан пур! Валентина вăййа тухсан ăсатма пуçларăм та раштав пуçламăшĕнче туй кĕрлеттертĕмĕр. Хăюсемпе илемлетнĕ тăрантаспа хĕр илме кайрăм. Ун чухне тăвансем киле туй кĕртетчĕç. Çапла 3 кун хăналанса çỹрерĕмĕр. 55 çул пĕрле пурăнатпăр. 55 кун мар вăл. Укçа пытарса курман пĕр-пĕринчен. Пенсие тухиччен енчĕк манра пулнă пулсан, халĕ ăна мăшăра панă. Халĕ туянмаллисене пурне те мăшăрăм илет", _ çемьен кун-çулĕпе паллаштарчĕ Петр Николаевич. Петр Дмитриевичпа Акулина Иринарховна Ермолаевсем вара пĕр ялсем пулсан та пĕр-пĕринпе Калининград хулинче паллашнă. Петр хĕсметре тăнă унта. Килтисем янă çыру урлă вăл ял çамрăкĕсем хула çывăхĕнчи шахтăра ĕçленине пĕлнĕ. 30 çухрăм çуран утса çитнĕ вăл унта. Пулас мăшăрĕпе паллашнă. Хĕсметрен килсен вара ял советне кайса пĕрлешнине ĕнентерекен хут илнĕ. "Ачасемпе пурăнма халь "модно" мар темеççĕ-и-ха? Пирĕн те пиллĕкĕшĕнчен пĕри те яла юлмарĕ çав. Вĕренсе пĕлỹ илчĕç те аякра тĕпленчĕç. Час-часах килсе çỹреççĕ. 8 мăнук пирĕн. Çавсемпе савăнатпăр та. 75 çулхи юбилейре хам ăсталанă çăпатасене тăхăнса пурте пĕрле чăваш ташши те ташларăмăр", _ савăнса каласа парать Петя тете. 55 çул мăшăрĕпе пĕрле пурăннине шанасшăн та мар вăл. Ĕмĕр ялти хуçалăхра ĕçленĕ Акулина аппа халь ялти фольклор кружокне çỹрет. Сцена çинче вăл çамрăк чухне юрланă юрра шăрантарса та пачĕ. Ун сасси çумне Василий Капитоновичпа Таисия Петровна Сергеевсем те хутшăнчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те юрра-ташша ухата. Çак мăшăр килĕштерсе çемье çавăрнă. Кĕçĕн ывăлĕпе пĕрле пурăнаççĕ. "Пирĕн килте арçынран, Василий мăшăртан, нихçан та иртсе курман. Килти мĕн тумаллине паянхи кунччен те вăл ертсе пырать. Ун пек чухне хĕрарăма та пурăнма çăмăл. Çамрăксемпе канашламасăр ĕçе тытăнмастпăр, паллах", _ çемьен вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ Таиç аппа. Тĕлĕнмелле çынсем вĕсем. Пур çĕре те кăвакарчăнсем пек пĕрле çỹреççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен пĕрле культура, хуçалăх, шкул çурчĕсене хăпартнă çĕре хутшăннă. Культура çуртне килнĕ тепĕр мăшăр Григорий Петровичпа Анна Филипповна Красновсем те хуçалăхра пĕр ĕçре нумай тăрăшнă. Кĕркури тете комбайнпа тырă вырнă, мăшăрĕ ăна пулăшакан пулнă. Хĕрĕсем çитĕнсен амăшĕ вырăнне ĕçленĕ, кайран _ Дима мăнукĕ. Комбайнерсен çемйи теме пулать Красновсене. Кăçал вĕсем çемье çавăрни 53 çул çитрĕ. Çамрăк чухне улахра çуралнă юрату Кĕркури тетен чĕринче паянхи кун та хĕмленет. "Анюта, çапла тăвар-и? Эсĕ мĕнле шутлатăн?" _ сăмахсем чун-чĕрипе ырă кăмăллă çынран анчах тухма пултараççĕ пулĕ. Культура çуртне пуçтарăннă мăшăрсем калаçнине пурне те итлесе ларма кăмăллă пулчĕ. Вĕсене хăйсен пурнăçĕ çинчен каласа пама нумай вăхăт кирлĕ пулмарĕ. Мăшăрпа çурт лартнă, ачасене çитĕнтернĕ, халĕ мăнукĕсемпе савăнаççĕ _ çакă иккен чи пысăк пурлăх çĕр çинче. Ялта тин çеç чăмăртаннă çамрăк мăшăр _ Алексейпе Снежана Немцевсем те вĕсене тимлĕн итлерĕç. Камран тĕслĕх илсе пурнăçпа туллин савăнмалли вĕсен куçĕ умĕнче. Акă вĕсемпе пĕр урамра пурăнакан Елена Ипатьевнăпа Георгий Александрович Рахмуллинсемех! Вĕсем çемье çавăрни 62 çул иртрĕ. Георгий Александрович кил-йышне çеç мар, ял-йыша пĕр усал сăмах каласа курман-тăр ку таранччен. Шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ вĕсем. Рахмуллинсен çемйи ял-йышшăн _ ырă тĕслĕх!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика