09 сентября 2009 г.
Паспорт _ патшалăх символĕ, вăл Раççей çыннин тĕп докуменчĕ шутланать. Раççей Федерацийĕн Правительствин 1997 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнчи 828-мĕш номерлĕ "Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспорчĕн Положенине, Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспорчĕн бланкĕн тĕслĕхĕпе çырса панине çирĕплетесси çинчен" Постановленийĕпе килĕшỹллĕн 14 çул тултарнисен пурин те Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне илмелле. Паспорт илме çак документсем тăратмалла: _ паспорт пама ыйтса çырнă заявлени (1-мĕш номерлĕ П форма); _ çурални çинчен панă свидетельство; _ 35х45 мм калăпăшлă икĕ сăн ỹкерчĕк (хурапа шурă е тĕрлĕ тĕспе ỹкерни); _ Раççей Федерацийĕн гражданинĕ пулни çинчен ĕнентерекен документсем; _ патшалăх пошлинине тỹлени çинчен квитанци. Асăннă документсемпе Раççей миграци службин Чăваш Республикинчи территори управленийĕн районти уйрăмне пымалла. Хăвăр пурăнакан вырăнта 10 кун хушшинче сире паспорт туса параççĕ. Енчен те эсир паспорта пурăнакан вырăнтан мар, урăх çĕртен, е ăна çухатнă май тепĕр хут илетĕр пулсан паспорта хатĕрлесе çитериччен 2 уйăх кĕтме тивет. 20 тата 45 çул тултарнă хыççăн 30 кун хушшинче çĕнĕ паспорт илме пĕтĕм документсене хатĕрлесе миграци службине тăратмалла. Палăртнă вăхăт иртнĕ хыççăн та кивĕ паспортпа пурăнакансене административлă право йĕркине пăснăшăн Раççей Федерацийĕн Кодексĕн 19.15 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн административлă майпа явап тыттараççĕ, 1500 тенкĕрен пуçласа 2500 тенкĕ таран штраф тỹлеттереççĕ. Пурăнакан вырăна улăштарма шутланă гражданина регистраци тăвассипе ĕçлекен должноçри яваплă çын йышăнать. Малтан вăл гражданин пурăннă вырăна адреспа регистраци учетĕнчен кăларас ыйтупа тухать. Ун чухне паспортра пĕр вăхăтрах регистраци учетĕнчен тухни, çĕнĕ вырăнта хăш адреспа пурăнма пуçлани çинчен регистраци тунине палăртса штамп лартаççĕ. Малтан пурăннă вырăнтан регистраци учетĕнчен тухасси тата çĕнĕ адреспа регистраци тăвассин тапхăрĕ 6 кун хушшинче пулса иртмелле. Административлă право йĕркине пăснăшăн Раççей Федерацийĕн Кодексĕпе килĕшỹллĕн, çĕнĕ вырăна пурăнма куçса килнĕ хыççăн 7 кунран регистраци учетне тăман, куçса килнĕ вырăнти пурăнмалли çурт-йĕрте 90 талăкран ытларах регистраци тумасăр пурăнакан граждансене административлă майпа явап тыттараççĕ, 1500 тенкĕрен пуçласа 2500 тенкĕ таран штраф тỹлеттереççĕ. Куратпăр, Раççей гражданинĕн яваплăхĕ пысăк. Саккун ыйтнине вара пурин те çирĕп пурнăçласа пыма тăрăшмалла.