Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăт хаклă

09 сентября 2009 г.

"Колос" ял хуçалăх производство кооперативĕнче хĕрỹ вăхăтри ĕçе пĕлсе йĕркеленĕ. Авăн уйăхĕнчи уяр çанталăкпа усă курса Алексей Зайцев механизатор пурĕ 200 ытла гектар çинче çитĕннĕ нумай çул ỹсекен курăксене тата рапса вăрлăхлăх çапса тĕшĕлерĕ. Сăмах май, ял хуçалăх предприятийĕнче асăннă культурăсене вăрлăхлăх акса çитĕнтересси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр, вĕсен лаптăкĕсене май пур таран кашни çул ỹстерсе пыратпăр. Вăрлăхсен хакĕ те йỹнĕ мар. Çапла майпа вĕсене сутнинчен кунта çулсерен сахал мар тупăш илетпĕр. Кĕрхи çĕртме сухи тăвассине хăвăртлатас тĕллевпе çак ĕçе хуçалăхра малтанхи кунсенчен тытăнсах икĕ сменăпа йĕркелесе пыратпăр. Федор Абрамовпа Анатолий Никитин, Алексей Андрееевпа Александр Павлов механизаторсем хăйсене çирĕплетсе панă "хурçă утсене" тухăçлă тата кăлтăксăр ĕçлеттерес тесе тимлеççĕ. Александр Павлов çĕр улми авăрне вырчĕ. "Иккĕмĕш çăкăра" кăçал хуçалăхра 15 гектар çинче çитĕнтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика