Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕксем уява йыхравлаççĕ

09 сентября 2009 г.

Кашни ялăн тенĕ пекех престол уявĕ пур. Елчĕксем ăна авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче уявлаççĕ. Кăçал ăна урăхларах ирттерме _ Елчĕк ялĕн уявне палăртма тĕллев тытнă. Çветтуй кнеç Александр Невский кунĕнче Елчĕксем хăнана чĕнеççĕ. Елчĕк ялĕн уявĕ Александр Невский ячĕллĕ чиркỹри кĕлĕрен пуçланать. Çак кун Елчĕкри чи илемлĕ урамра, уйрăм кил-çуртра, чи лайăх хушма хуçалăхра пурăнакансене чыслĕç. Культура программи те пуян. Хамăр йăхташсем _ Куславкка районĕнчи Елчĕк ялĕнчен хăнана килме палăртнă. Уявра кĕвве-юрра юратакансене кичем пулмĕ. Вăл çеç мар, çак кун кукăль пĕçерекенсем те, чечексенчен тĕрлĕ композици хатĕрлекенсем те хăйсен пултарулăхĕпе палăрĕç. Тĕп стадионта тĕрлĕ спорт мероприятийĕсем иртеççĕ _ çитĕннисем футбол, урамсен командисем мини футбол, волейбол, баскетбол вăййисем выляççĕ, пăхаттирсем хăйсен вăйне кăтартаççĕ. Чăваш Ен эстрада çăлтăрĕсем, вырăнти артистсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Тĕрлĕ ỹсĕмри çынсене хăйсене килĕштерекен вăйăсене, мероприятисене суйласа илме май пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика