Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç укçине тỹлемеллех

05 сентября 2009 г.

Район прокуратури ĕçлекене вăхăтра ĕç укçи тỹлессипе предприятисемпе организацисем мĕнле ĕçленине тишкерсе тăрать. Кăçал кăна 8 ертỹçĕне асăрхаттарнă, административлă майпа явап тыттарнă. Иртнĕ вăхăтра районти миравай судья патне ĕç укçине вăхăтра тỹлеме ыйтса 540 суд приказĕ килнĕ. Ĕçлекенсене 2961 пин тенкĕ тỹлеттермелле йышăнусем тунă. Район прокуратури Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 145-1 статйипе килĕшỹллĕн пĕр уйрăм предприниматель, çавăн пекех "Елчĕкри сыр пĕçерекен завод" акционерсен уçă обществин, "Елчĕкри сыр" сахал яваплă юлташлăхăн ертỹçисем пирки ĕçсем пуçарнă. Халĕ тĕпчев ĕçĕсем пыраççĕ. Çавăн пекех район прокуратури должноçри пĕр çынна Раççей Федерацийĕн Административлă правăна пăснисем çинчен кодексĕн 5.27 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн административлă майпа явап тыттарнă. Елчĕкри пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăхăн нумай отрасльлĕ муниципалитет предприятийĕн ертỹçи пулнă В.Нягин енĕпе миравай судья вăл айăплă пулнине палăртнă, ăна 1 çуллăха дисквалификацилеме (ĕçрен пăрма) йышăннă. Йышăну кăçалхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Ĕçлекене ĕç укçине вăхăтра тỹлес ыйтăва район прокуратури яланах тĕрĕслесе тăрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика