05 сентября 2009 г.
СССР космонавт-летчикĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, мухтавлă ентешĕмĕр А.Г.Николаев пурăннă пулсан 80 çул тултармаллаччĕ. Пирĕнтен уйрăлса кайнă пулин те, яланах вăл халăх чĕринче. Мухтавлă ентеше халалласа тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Акă, çу-çурла уйăхĕсенче "Пĕрремĕш отрядри космонавтсем _ 2009 çулхи юбилярсем" темăпа электронлă презентацин республикăри конкурсĕ иртнĕ. Районти шкулсенчи çамрăк космонавтсен отрячĕсен представителĕсем унта хутшăннă. Хăйсен ушкăнĕсенче Шăмалак шкулĕнчи А.Яковлев, Т.Егорова, А.Сидорова (ертỹçи С.Яковлева) иккĕмĕш, Елчĕк шкулĕнчи П.Кириллова (Л.Кудрявцева) виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ.