Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иван Павлов ячĕпе турнир

02 сентября 2009 г.

Иван Павлов ячĕпе турнир Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ Иван Павлова тăван ял-йышĕ çеç мар, таврари ялсенче те хисеплетчĕç. Иван Владимирович строительство енĕпе хăйĕн ĕçне йĕркеленĕччĕ. Ун патĕнче Мускавра ĕçлекенсем хуçи çинчен начар калаçнине пĕрре те илтмен: укçине яланах тỹленĕ. Пурне те пулăшма тăрăшнă вăл. Иван тăван ялшăн тем тума та хатĕрччĕ. Пысăк уявсене йĕркелеме мĕн чухлĕ укçа-тенкĕпе пулăшман-ши? Юлашки çулсенче вăл çамрăксене патриот воспитанийĕ парас тата сывă пурнăç йĕркине явăçтарас тĕллевпе пархатарлă ĕçсем турĕ. Шкула спорт инвентарĕ туянма пулăшрĕ, культура çуртĕнче спортзал уçăлнă тĕле çĕр пин тенке яхăн тăракан мат парнелерĕ. Çапла вара икĕ çул каялла Лаш Таяпара кĕрешекенсен секцийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çамрăксем Иван Павлов пулăшнипе республикăри çеç мар, Мускаври, Санкт-Петербургри ăмăртусене те хутшăнма пуçларĕç. Ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ çав Иван Павловăн. Вăл пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлнăранпа пĕр çул çитрĕ. Ăна асăнса вара юлташĕсем çамрăксем тата ачасем хушшинче кĕрешекенсен турнирне йĕркелерĕç. Çамрăк спортсменсене саламлама Мускавра пурăнакан ентеш, тĕнчипе паллă чемпион Олег Захаров тата республикăри чăваш кĕрешĕвĕн федерацийĕн президенчĕ Виталий Васильев та килчĕç. Турнира Аслă Пăла Тимеш, Аслă Елчĕк, Яманчỹрел çамрăкĕсем хутшăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсем сакăр виçере палăрчĕç. Пĕрремĕш чемпион ята çуллахи каникула Яманчỹрелĕнчи кукамăшĕ патĕнче ирттерекен Çĕнĕ Шупашкар ачи Леня Петров çĕнсе илчĕ. 10 çулти Леня тантăшне Семен Салмина çĕнтерсе финалта хăйĕнчен аслăрах Дима Воронинпа кĕрешрĕ. Медальпе саламлама ăна кукамăшĕ те тухрĕ. Лаш Таяпари шкулта 4-мĕш класс пĕтернĕ Женя Яковлев та пьедестал çине хăпарчĕ. Женьăшăн турнирти "ылтăн" кăçалхи сезонта шучĕпе 6-мĕш пулчĕ. Вăл кăçал хăйĕн виçинче, Леня пекех, пĕрре çеç мар республика ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ. Унăн ялти юлташĕсем, ăмăртусене пĕрле кĕрешме çỹрекен Артем Салмин, пĕр тăван Алексейпе Дмитрий Воронинсем, Иван Енкеев, Алексей Юрков та медальсем çĕнче илчĕç. Яманчỹрелĕнчен килнĕ Володя Марковпа Димитрий Карсаков, Женя Львов, Максим Марков, Алексей Андреев пуçласа кĕрешрĕç. Арçын ачасен кăтартăвĕсем япăхах мар. Володьăпа Дима финалти тĕл пулура та ăсталăхне кăтартрĕç. Ыттисем кĕмĕлпе бронза медальсене тивĕçрĕç. Çĕнсе илнĕ медальсем вĕсемшĕн пуриншĕн те чи хаклисем пулчĕç. Аслă Елчĕк кĕрешỹçисем Эдуард Адюковпа Алексей Шаков та хăйсен тренерĕн Георгий Адюковăн шанăçне тỹрре кăларчĕç. Наци кĕрешĕвĕ Аслă Пăла Тимешĕнче те аталанса пынине Геннадий Барановăн вĕренекенĕсем çирĕплетрĕç. Турнирăн чи çамрăк участникĕ çинчен те пĕр-ик сăмах калар-ха. Шупашкарти шкулта пĕрремĕш класс пĕтернĕ Саша Архипов хăюлăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Пĕрле килнĕ юлташĕсем ăна çамрăк тесе кавир çине те кăларасшăн марччĕ. Саша итлемерĕ вĕсене. Ача куккăшĕ, Геннадий Димитриев пек паллă спортсмен пулма ĕмĕтленет пулас. Вăл хăйĕнчен самай аслăрах ачасемпе кĕрешрĕ. Выляса ячĕ пулсан та ăна турнирăн тĕп судйи хăюлăхшăн кăкăрĕ çине медаль çакрĕ. Командăсем хушшинче Лаш Таяпасем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç, иккĕмĕш _ Ямунчỹрелсем. Çĕнтерỹçĕсене медальсемпе, кубоксемпе, парнесемпе чысларĕç. Кĕрешỹ хыççăн çамрăксем футболла та вылярĕç. Ял-йыш турнира ирттерме пулăшнă спонсорсене тата пуçарса яракансене Сергей Самсонова, Олег Александрова, Артур Ильина, Леонид Князева, Александр Григорьева, Геннадий Димитриева, Андрей Петрова, Олег Захарова, Виталий Васильева, Юрий Орлова, Герман Петрова, Владимир Воробьева, Владислав Александрова пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Малашне ăмăртăва çулсеренех Лаш Таяпан ял уявĕнче ноябрĕн 4-мĕшĕнче ирттерме палăртрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика