Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Светофорик" конкурс

29 августа 2009 г.

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен тата Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерствисен хушăвĕпе килĕшỹллĕн республикăри хуласемпе районсенчи ача сачĕсемпе шкул умĕнхи ушкăнсем хушшинче утă уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 20-мĕшĕччен "Светофорик" смотр-конкурс иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ ачасене çул-йĕр çинче мĕнле тытмаллине хăнăхтарасси, вĕсем хутшăннипе пулакан аварисене вăхăтра сирсе ярасси пулнă. Районта виçĕ тапхăрпа йĕркеленнĕ çак конкурса 3 ача садĕнчен тата шкул умĕнхи 22 ушкăнран 455 ача хутшăннă. Тĕрлĕ номинацисенче çĕнтернĕ ача сачĕсен командисене палăртма та кăмăллă. "Чи лайăх агитбригада" номинацинче 70 балл пухса "Солнышко" (Елчĕк), 69 балл пухса "Ромашка" (Шăмалак), 68 балл пухса "Теремок" (Кушкă) ача сачĕсен командисем малти вырăнсене йышăннă. "Ачасене çул-йĕр правилисемпе паллаштарас енĕпе чи ăнăçлă ĕçлекен ача сачĕ" номинацире Шăмалакри "Ромашка" ача сачĕ çĕнтернĕ. "Ачасене çул-йĕр правилисене чи лайăх вĕрентекен воспитатель" ята Кушкăри "Теремок" ача сачĕн воспитателĕ З.Антонова çĕнсе илнĕ. Çĕнтерỹçĕсене Елчĕк районĕнчи ГИБДД уйрăмĕн ертỹçи С.Краснов саламланă, призсемпе тата Хисеп хучĕсемпе хавхалантарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика