Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Регионсем хушшинчи фестивале хатĕрленсе

29 августа 2009 г.

Çамрăксене патриотла воспитани парассипе районта сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Аслă Таяпари культура çурчĕ çумĕнчи "Тискер уй" çарпа истори клубĕн ĕçĕ уйрăмах курăмлă. Ăна Денис Сятрайкин ертсе пырать. Вăл Шупашкарти "49-мĕш егерь полкĕ" çарпа истори клубĕн руководителĕ, Чăваш Республикин Президенчĕн кăçалхи стипендиачĕ. Клуб руководителĕпе членĕсем районти мероприятисенчен тăрса юлмаççĕ. Çак кунсенче те Денис Сятрайкинпа клуб членĕсем пирĕн районта пулнă. Аслă Таяпари культура çуртĕнче ĕçлекенсене вĕсем методика пулăшăвĕ, авалхи хĕç-пăшал хатĕрлессипе мастер-класс панă. Вĕсем райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕпе А.Александровăпа Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалласа район территорийĕнче истори страйкболĕпе регионсем хушшинчи пĕрремĕш фестивальне ирттересси пирки калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика