Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми уйĕнче ĕç вĕрет

29 августа 2009 г.

"Клевер" ОООри çĕр ĕçченĕсем çулран-çул пысăк тухăçлă тыр-пул, çĕр улми туса илеççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене чи кĕске вăхăтра, тăкаксăр пỹлмесене пухса кĕртнĕ хыççăнах сахал яваплă юлташлăхра çĕр улми кăларма пикенчĕç. Çакăн çинчен тĕп агрономран Анатолий Турханран тĕплĕнрех каласа кăтартма ыйтрăмăр. _ Çĕр улмирен пысăк тупăш илме пулнине шута илсе кăçал ăна иртнĕ çулхи 72 гектар вырăнне 110 гектар çинче лартса çитĕнтертĕмĕр. Чи лайăх вăрлăхсемпе _ "Удача", "Романо", "Невский", "Аррозо" сортсемпе усă куртăмăр. Хальхи вăхăтра пикенсех çĕр улми кăларатпăр. Пĕтĕм ĕçе комплекслă йĕркелесе пыма май килнине кура кĕске вăхăтрах ăна 8 гектар çинчен пухса кĕртме ĕлкĕртĕмĕр. Ял хуçалăх предприятийĕ "иккĕмĕш çăкăр" туса илессинче усă куракан "Гримме" фирмăн тулли комплекчĕпе виççĕмĕш çул тухăçлă усă курать. Кăçал çĕр улми кăларакан çĕнĕ йышши тепĕр комбайн та туянтăмăр. Çавна май ĕç тухăçлăхĕ пысăк. Ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕрен уйра талăкĕпех ĕç шавĕ лăпланмасть. Юрий Веков механизатора çĕр улми авăрне çулма, Сергей Красновпа Алексей Кириллова ăна кăларма шанса панă. Владимир Ивановпа Валерий Прохоров çĕр улмие суйласа сортлакан агрегатсемпе тăрăшаççĕ. Василий Григорьев, Анатолий Паймин водительсем çĕр улмие хранилищĕсен çывăхне турттараççĕ. Иртнĕ çул, чăннипех, çĕр улми тухăçлă çитĕннĕччĕ _ кашни гектартан 340 центнер. Çанталăк условийĕ кашни çул пĕрешкел килмест. Кăçал уяр, типĕ пулчĕ. Çавна май тухăç та пĕчĕкрех, малтан шутланă тăрăх вăл 250-260 центнер пулмалла тесе палăртатпăр. Ял хуçалăх предприятийĕнче çитĕннĕ çĕр улмие ушкăнпа туянас текенсем йышлăн. Тепĕр тесен, эпир ăна кăçал хамăра тивĕçтерекен хак пулмасăр унчченхи пек, çанталăк сивĕтиччен епле те пулин сутас, вырнаçтарас тесе ытлашши пуçа ватмăпăр та. Мĕншĕн тесен продукцие хĕлле упрамалли хранилище туса лартрăмăр. Унта 1500 тоннăран кая мар çĕр улми упрама пулать. Ĕç тăкăс килнине кура вăхăтлăха ют çĕртен те çынсене ĕçлеме илтĕмĕр. Мĕнле ĕçленине кура шалу тỹлетпĕр, çакă вĕсене тивĕçтерет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика