Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăяр тухăçлă çитĕннĕ

19 августа 2009 г.

Хăяр тухăçлă çитĕннĕ Анатри Тимешри Олег Гаврилов фермер тĕш тырă культурисем анчах мар, пахча çимĕç те туса илет. Темиçе çултанпа ĕнтĕ вăл хăяр çитĕнтерет. 2 гектара яхăн лаптăкри хăяр кăçал та фермера хăйĕн пысăк тухăçĕпе савăнтарчĕ. Ăна ăçта вырнаçтарасси пирки малтанах килĕшсе татăлнă. Хатĕр продукцие Тутар Республикинчи пĕр предприяти туянать. Ăнса çитĕннĕ хăяра кашни кун тенĕ пек пухса тирпейлемелле. Çавна май сахал мар ĕç вăйĕ кирлĕ. _ Чи шанчăклă пулăшакансем _ шкул ачисем, _ тет Олег Гаврилов фермер. Çуллахи каникул вăхăтĕнче вăхăтлăх ĕç тупнипе ачасем хăйсем те кăмăллă. Çапла пулмасăр, мĕн чухлĕ ĕçленине кура ачасене ĕç укçине кашни кун алла параççĕ. Çакă вĕсене хавхалантарать, тата тăрăшса ĕçлеме хистет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика