Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх шанăçне тỹрре кăлармалла

19 августа 2009 г.

"Справедливая Россия" партин ертỹçисенчен пĕри, çак партин списокĕпе Раççей Патшалăх Думин депутачĕн мандатне илнĕ хамăр ентеш Анатолий Аксаков Раççей тенкине 40 процент таран йỹнетме сĕннине хирĕçлесе Шупашкарта тата республикăн тĕрлĕ районĕсенче массăллă акцисем иртнĕ. Аксакова хирĕç пулнине кăтартакан пикет мар ку, ăна йăнăшне тỹрлетме пулăшакан, шухăшне улăштарма хистекен акци. Ăна йĕркелекенсем çак шухăша мала хураççĕ: укçа-тенкĕн хакне тĕллевлĕ йỹнетни (девальваци) чи малтанах ĕçлекен халăха, пенсионерсене, вĕренекен çамрăксене пырса тивет: тар юхтарса илнĕ шалăвăн, нушапа тивĕçнĕ пенсин, ахаль те хĕссе тытакан пособипе стипендин, перекет банкне хывнă кашни тенкĕн хакĕ çуррине яхăн пĕтет вĕт. Халăха хирĕçле сĕнỹпе иккĕмĕш хут палăрчĕ Анатолий Аксаков. Кăшт маларах кăна-ха потребитель кредичĕсене (телевизор, холодильник тата ытти техника туяннăшăн) вăхăтра тавăрса пама пултарайманнисене уголовлă статьяпа явап тыттарасшăн çунса хыпкаланчĕ. Ку чухне тĕнчере экономика кризисĕ хуçаланнине тата укçан хакĕ чакса пынине те (инфляцие) шута илесшĕн пулмарĕ регионсенчи коммерци банкĕсен ассоциацийĕн пуçлăхĕ. А.Аксаков укçа-тенке йỹнетесшĕн пулнине район çыннисем мĕнле хаклаççĕ, çак пулăм пирки мĕн шухăшлаççĕ? С.СКВОРЦОВ, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ: "Кун пек пăтăрмаха чăтса ирттернĕ ĕнтĕ эпир. Малашне пире 1998 çулхи пек "хура ытлари кун" кирлĕ мар. Халăхăн чăтăмлăхне яланах тĕрĕслес марччĕ, вăл виçесĕр мар". П.СМИРНОВ, культура ĕçченĕ: "Чăвашран тухнă çын хăйĕн халăхне пулăшмалла пек те, чылай чух урăх ỹкерчĕк куратпăр. Депутатăн халăх пирки шухăшламалла, уншăн тăрăшмалла. Çакă унăн тỹрĕ тивĕçĕ. Укçа хакне йỹнетсен халăхăн лăш курмасăр пухнă укçа-тенки çуррине яхăн "çунса" кайĕ". Н.ВЕРШКОВ, пенсионер: "Халăх Аксакова депутата суйласа Мускава çул уçса панă. Çакăншăн депутатăн тăван халăхне тав тумалла, унăн шанăçне тỹрре кăлармалла. Ахаль те нушаллă халăха мĕншĕн нишлĕхе кĕртсе ỹкермелле?"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика