12 августа 2009 г.
Кĕтмен çĕртенех çĕр чăтайми йывăр хуйхă тỹсме тиврĕ. Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче çывăхран та çывăх çыннăмăра, мăшăра, сарăмсăр вилĕмпе пурнăçран уйрăлнă Петр Иванович Каринкина юлашки çула ăсатма тиврĕ. Вăл çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче ирпе килтен велосипед çине ларса кайнине Алеша ывăлăмăр курнă. "Часах таврăнăп",- тесе хăварнă ашшĕ ăна. Çук, таврăнмарĕ вăл çак кун. Çĕрĕпе кĕтрĕм, кашни сас-чĕв пулмассерен урама туха-туха пăхрăм, кĕтсе илеймерĕм. Темиçе çул пĕрле пурăнса та киле таврăнман пĕр кун та пулман унăн. Ир пулсанах Володя шăллăмпа ялти, Кавалти тăванăмăрсем патне, ШĔМĕн Елчĕкри шалти ĕçсен пайне çитсе килтĕмĕр _ çывăх çыннăмăр пирки пĕр хыпар та пĕлеймерĕмĕр. Çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче 9 сехет иртсен тинех илтрĕмĕр Елчĕкри тĕп больницăри реанимаци уйрăмĕнче паллă мар çын выртнине. Унта ăна çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче каçхине 18 сехет те 30 минут тĕлĕнче, Аслă Елчĕк ялĕнчи çул çинче выртнăскере, пуçĕ çинчи пысăк сурана пула илсе пынине пĕлтерчĕç. Больницăна çитсен вара пире тепĕр хăрушă хыпар каларĕç: "Йывăр сурана пула çак çын пурнăçран уйрăлнă, халĕ вара вăл моргра". Çакăнта палласа илтĕмĕр кăçал 75 çулхи юбилейне паллă тунă, тепĕр тăватă çултан ылтăн туя пỹрт тулли тăвансемпе тата юлташсемпе уявлама шантарнă мăшăрăма. Каярах çакă та паллă пулчĕ. Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче кăнтăрла 11 сехетрен пуçласа каçхине 18 сехет çурăччен П.Каринкин Аслă Елчĕк ялĕн кĕперĕ урлă каçсан сăрталла хăпаракан çул хĕрринчи çерем çинче выртнă. Манăн мăшăрăмăн амăшĕ çак ялти Порфирий Катков хĕрĕ пулнă, çак кун Петр Иванович унăн хĕрĕ патне, Алевтина Обручкова килне, хăнана кĕнĕ. Альтук аппа икĕ сыпăкри тăванне çăкăр-тăварпа сăйланă хыççăн килне ăсатса янă. Петр Иванович урă пулнине çирĕплетрĕ вăл. Мĕн пулнă манăн мăшăрăмпа çак кун? Велосипедпа чипер пынă çĕртех мĕнле инкек сиксе тухнă? Пуçĕ çинче мĕншĕн пысăк мăлатукпа çапнă евĕр суран-ши мăшăрăн? Велосипед çинчен ỹкнипех çапла пысăк суран пулма пултарĕ-ши вара? Çак йывăр хуйхăна пула чĕре йĕппе йĕпленĕрен манăн халăхран, уйрăмах Аслă Елчĕк халăхĕнчен, çапла ыйтас килет. Тен, кам та пулин курнă çак кун манăн мăшăрăмпа мĕн пулса иртнине? Çак çул çинче вĕçĕмсĕр халăх хĕвĕшет, пĕр чарăнми машина-трактор çỹрет. Пулăшăр, тархасшăн, ял-йыш. Тĕрĕслĕхе уçса парăр. Мĕншĕн сỹрĕкленсе пыратпăр-ха? Кăнтăрла 11 сехетрен пуçласа каçхине 6 сехетченех çул хĕрринче выртнăскер патне мĕншĕн никам та пырса пăхман-ши (тăванĕсем те иртсе çỹренĕ пулĕ ĕнтĕ çавăнтан), васкавлă пулăшу машинине чĕнмен-ши, милицине шăнкăравламан-ши? Кушак çури мар, этем вĕт-ха вăл, унăн пурнăçне çăлса хăварма та май пулнă. Çак çын вырăнĕнче кирек камăн та мăшăрĕ, ывăлĕ, ашшĕ, аслашшĕ-кукашшĕ выртма пултарасса мĕншĕн шутламастпăр-ха? Пурнăç сукмакĕпе пĕр-пĕрне ăнланса, йывăр чух пулăшса пырса 46 çул пĕрле утăмларăмăр эпир, пĕр-пĕрне пĕр сивĕ сăмах та каласа курмарăмăр. Сакăр ача пăхса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Аслă ачана, Юрăна, çар тивĕçне пурнăçлама Афганистан çĕрĕ çине илсе кайрĕç, унтан Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе таврăнчĕ вăл. Ăна Афганистана илсе кайнăранпа çулталăк çитсенех виççĕмĕш ывăлăмăрăн Александрăн та та çак çĕр çинче интернационалла тивĕçе пурнăçлама тиврĕ. Икĕ ывăлăмăр салтакран таврăнсан кĕçĕнни Алексей çар тивĕçне Чечен Республикинче пурнăçларĕ. Мĕн чухлĕ пăшăрханмарăмăр, мĕн чухлĕ куççуль тăкăнмарĕ пулĕ. Ỹке-ỹке пуç çапса Турăран пулăшу ыйтрăмăр мăшăрăмпа, пĕрне-пĕри пулăшса, хавхалантарса пыма тăрăшрăмăр. Тавах Турра, тăхлан çумăрĕ айĕнчен виçĕ ывăлăмăр та ырă-сывă таврăнчĕç. Халĕ текех çук ĕнтĕ çывăх çыннăм çумра. Халиччен çынпа урлă сăмах калаçса курманччĕ вăл. Ĕмĕрĕпе комбайнерта тăрăшрĕ, тивĕçлĕ канăва тухсан та чылай çул ĕçлерĕ. Паянхи кунччен вăш-ваш çỹретчĕ. 75 çулта тесе калама йывăрччĕ ăна. Хуçалăх йĕркелекен Акатуй уявĕсенче чупассипе иртекен ăмăртусенче яланах малти вырăна йышăнаканччĕ. Ялти тăвансемпе тус-юлташĕсем нимелле пỹрт е сарай, мунча çĕклеççĕ _ Петр Иванович çынна пулăшма яланах хавасчĕ. Ывăннине пĕлмесĕр çамрăксемпе пĕр тан иртен пуçласа каçчен тăрмашатчĕ. Выльăхсем усранăран кашни кунах ир пуçласа каçчен ура çинчеччĕ. Пушă вăхăтра вара çĕçĕ, витре, кĕреçе-сенĕк авăрĕсем тума ăстаччĕ, вĕсене пĕлĕшĕмĕрсем валли те ăсталатчĕ. Чĕрене кăшлакан йывăр хуйха тỹсме ытла та йывăр. Çак тĕслĕхе тĕпе хурса халăха сỹрĕклĕхрен тухма, чунлăха мала хурса теприн хуйхине хăйĕнни евĕр йышăнма ыйтас килет. Кашниех çын эпир, малашне теприне нихăçан та нушара хăварар мар. Ман мăшăрăмпа пулса иртнĕ тĕслĕх урăх никампа та ан пултăрччĕ.