12 августа 2009 г.
Районта кăна мар, таврана саланнă çак ялăн шурă чулĕсем. Халиччен эпĕ Г.Петров ертсе пыракан "Агропромхими" патшалăх унитарлă предприяти пуррине çеç пĕлнĕ. Çак кунсенче вара "Чувашавтодор" ОАО çинче тăракан карьерта пулма тỹр килчĕ. 1985 çултанпа ĕçлет вăл. Маларах Патăрьелĕнчи ДРСУ çинче тăнă. Халĕ вăл Канашри ДРСУн пĕр подразделенийĕ шутланать. Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăр вуннăмĕш çулĕсенче хуçасем улшăнса тăнине пула çак карьер самаях юхăнса кайнă. 1992 çулхи кĕркунне вара ăна çĕнĕ çынсен аллине панă. Унтанпа вăл тухăçлă ĕçлет. Пĕчĕк çеç будкăра пире М.Акимова техник кĕтсе илчĕ. Унăн ответлăхĕ пысăкки тỹрех сисĕнчĕ: автомашинăсем забойран миçе рейс тунине çырса пырать вăл, çав хушăрах техникăна заправка та тăвать, вак чул е известь тиеме килнисенчен укçа илсе юлса накладнойсем çырса парать... Кунĕпе те айккинелле пăрăнаймасть Мария Леонидовна. Хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлани тỹрех сисĕнет, кашнийĕнпе кăмăллă калаçать. Карьерти мĕнпур ĕçе Василий Акимов мастер йĕркелесе, ертсе пырать. Вăл кунта 1993 çултан тăрăшать. Маларах Василий Иванович тăван хуçалăхра водительте, бригадирта тăрăшнă. Вăл карьера куçсан мăшăрне те кунтах ĕç тупăннă. Коллективра 14 çын вăй хурать. Ỹркенекен çын кунта нумай тытăнса тăраймасть. Ĕçĕ çăмăл марри çеç мар, сиенлĕ те. Кунĕпе шурă чул тусанĕ вĕçнинчен ниепле те хăтăлаймăн. Карьерти хĕрỹ ĕç çу уйăхĕнче пуçланать те чỹк уйăхĕччен тăсăлать. Çак вăхăтра промбаза кĕрлесе кăна тăрать. Анатолий Немцев çĕр çинчи пуянлăха автомашинăсем çине тиесе тăрать. Карьерăн хăйĕн груз турттармалли автамашинăсем çук, çавна май ытти организацисемпе килĕшỹ тăвать. Халĕ те виçĕ автомашина забойран ту массине турттараççĕ. Вĕсене дробилкăпа сортлакан участока пырса тăкаççĕ. Ятарлă установкăсем тăрăх ту масси виçĕ тĕрлĕ пая пайланать: известь, вĕтĕ фракци (клинец) тата шултра чул. Виçĕ тĕрлĕ купа тем çỹллĕш. Чи нумаййи вара _ известь. Юлашки вăхăтра ял çыннисем ăна сахал усă кураççĕ. Унччентерех республикăри "Сельхозхими" предприятийĕсем çĕрсене известь çăнăхĕ сапатчĕç. Халĕ унпа Комсомольскисем çеç çĕр пулăхлăхне пуянлатма нумай усă кураççĕ. Вĕсем ытларах туянаççĕ ăна. Малашне известь купи аванах чакас шанăç пур. Кăçалхи çу уйăхĕнче кунта минераллă порошок кăларма пуçланă. Ăна цементовозсемпе Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисене турттараççĕ. Карьер ытларах çул сарма кирлĕ вак чул кăларас енĕпе тимлет. Хамăр патăмăрта кăна мар, кỹршĕ районсенчи çулсене пĕтĕмпех çак карьерта кăларакан чулсемпе сараççĕ. Вĕтĕ фракцине ытларах ял халăхĕ усă курать. Картишне, урамсене сараççĕ ăна. Кирек кам та туянма пултарать . Хакĕ те кунта ыттисенчен йỹнĕрех. Дробилка операторĕсем виççĕн. Виталий Волков, Василий Емельянов, Петр Усанов (вăлах сварщик та) хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ, ответлăхпа пурнăçлаççĕ. Василий Усанов электрик, Олег Арефьев экскаваторщик шаннă ĕçре тăрăшулăх кăтартаççĕ. Валерий Ермаков механизатор погрузчика пĕр тикĕс ĕçлеттерет. Владимир Тунгулов экскаваторщик кунта чи нумай çул вăй хураканни. Ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче вăл. Петр Афандеев бульдозерист та хастаррине палăртаççĕ . Иртнĕ çулсенче карьерта пĕр канмалли кун çеç пулнă. Кăçал вара тĕнчери кризис вĕсем патĕнчен те пăрăнса иртмен. Ĕç укçи иртнĕ çулхинчен кăштах каярах, çапах вăхăтлă параççĕ. Икĕ кун канаççĕ. Ытти чухне ирхине 7 сехетре ĕçе пуçăнаççĕ те каçхине 16 сехетре вĕçлеççĕ. 11 сехетрен пуçласа 12 сехетчен _ апат вăхăчĕ. Ял çыннисемпе пĕрлех Лаш Таяпасем, Шăмалаксем килĕштерсе ĕçлеççĕ. Ĕçе чылайăшĕ велосипедпа çỹреççĕ. Карьерти рабочисем умри тĕллевсене тивĕçлипе пурнăçласа пыраççĕ. Уйăхне 14 пин тонна ту породи кăлармалла. Коллектив плана пурнăçласа пырать. Кунта ячĕшĕн ĕçлекенсем çук. Дисциплина çирĕп, çавăнпа ĕçĕсем те ỹсĕмлĕ.