05 августа 2009 г.
Кăçал Тĕмер ялĕнче стадион-парк уçрĕç. Унта çурхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетсе ял акатуйĕ ирттерчĕç. "Труд" ЯХПК, ял çамрăкĕсем стадион-парка лайăх тытса тăма тăрăшаççĕ. Çу кунĕсенче ỹснĕ курăка темиçе хутчен çулчĕç, çум курăксенчен тасатрĕç. Стадион-паркра тăтăшах футбол вăййисем йĕркелеççĕ. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче, шăмат кун, стадион-паркра футболла выляса Тĕмер ялĕн кубокне çĕнсе илессишĕн уçă ăмăрту пĕрремĕш хут иртрĕ. Унта Элпуç, Тăрăм, Акчел, Аслă Елчĕк, Кушкă, Елчĕк ялĕсенчи футбол вăййине юратакансем килнĕ. Площадка хуçисем икĕ команда тăратрĕç. Футбол турнирне уçнă май çак вăййа юратакансене Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн ертỹçи Л.Кошкин, Шупашкарти Н.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн директорĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ В.Сапожников саламларĕç. "Паян пуçласа эпир Тĕмер ялĕн кубокне çĕнсе илессишĕн пĕрремĕш ăмăрту ирттеретпĕр. Çак хитре те илемлĕ вырăнта спорт ăмăртăвĕсене малашне кашни çулах йĕркелер", _ терĕ Валерий Васильевич. Шăпа янă тăрăх Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн икĕ команди _ Элпуçсемпе Тĕмерсем тĕл пулчĕç. Çак икĕ команда вăйĕпе тата пултарулăхĕпе ыттисенчен çỹлерех шайра пулни, малтан шутланă пекех, палăрчĕ. Вăйă питĕ çивĕч иртрĕ. "Эмметево" ООО командинчи футболистсем чылай ăмăртусенче çĕнтернĕ, Тĕмерсем те хăйсен площадкинче выляса ярасшăн пулмарĕç. Çапах та вăййăн пĕрремĕш çурринче хăнасем ăнăçлăрах вылярĕç. Вĕсем пĕрремĕш таймра виçĕ гол тапса кĕртрĕç. Иккĕмĕш таймра ытларах Тĕмерсем тапăнса вылярĕç, икĕ мечĕк хăнасен хапхине кĕчĕ. Площадка хуçисен гол кĕртмелли самантсем тата пулчĕç, анчах вĕсемпе усă кураймарĕç. Вăйă 4:2 шутпа "Эмметево" ООО футболисчĕсем çĕнтернипе вĕçленчĕ. Тăрăм тата Акчел çамрăкĕсем хушшинчи тĕл пулун тĕп вăхăтĕнче командăсем икшер мечĕк тапса кĕртме пултарчĕç. Пенальтие вара Тăрăмсем ăнăçлăрах тапрĕç, тепĕр çаврăма тухрĕç. Малаллахи вăйăсенче Кушкăсем Аслă Елчĕксене, Тĕмерĕн иккĕмĕш команди Елчĕксене çĕнтерчĕç. Çурма финалта "Эмметево" ООО команди Тăрăмсене, "Кушкă" команди Тĕмерĕн иккĕмĕш командине парăнтарчĕç. Финалта Элпуçсем Кушкă ялĕн çамрăкĕсене 2:1 шутпа парăнтарса куçса çỹрекен кубока çĕнсе илчĕ. Виççĕмĕшсемпе тăваттăмĕш вырăнсене Тăрăмсемпе Тĕмерсем тухрĕç. Тĕмер ялĕн куçса çỹрекен кубокне çĕнсе илессишĕн ирттернĕ ăмăртăва Н.Муллин ертсе пынă йĕркелỹ ушкăнĕ лайăх хатĕрленнине палăртса хăвармалла. Тĕмерте çуралса ỹснĕ предпринимательсем, çавăн пекех В.Сапожников пулăшу панă. Çĕнте-рỹçĕ командăна кубок, мала тухнă командăсенчи футболистсене Дипломсем парса чыс турĕç. Малашнехи турнирсене кашни çулах çурла уйăхĕн пĕрремĕш шăмат кунĕнче ирттерме палăртаççĕ.