Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инсульт хăрушă, асăрханмалла

08 августа 2009 г.

 Статистика палăртнă тăрăх, инсультпа çынсем миокард инфарктĕнчен 3,5 хут ытларах вилеççĕ. Раççей инсульта пула вилекенсем нумаййипе тĕнчипе пĕрремĕш вырăн йышăнать. Пирĕн çĕршывра çулсерен 300_400 пин çын инсультпа аптăрать. Çакна шута илсе Раççейре, Чăваш Енре пысăк технологи центрĕсем туса лартаççĕ. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче Канашра юн тымарĕсене тĕрĕслекен центр хута ячĕç. Халĕ пуç миминчи юн çаврăнăшĕ япăхлансан тата инфаркт пулсан чирлĕ çынна сиплеме унта яраççĕ. Районта пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене вуннă уçнă. Унти специалистсем ятарлă пĕлỹ илнĕ, пысăк категориллĕ. Патшалăх çавăнпах вĕсене ĕç шалăвне те сахал мар тỹлет. Çакă ял çыннин пурнăçĕшĕн, сывлăхĕшĕн нумайрах тăрăшма хистет. Инсультпа чирленĕ çынна 3 сехет хушшинче Канашри центра илсе çитерни сывлăхшăн чи кирли. Çак тапхăрта пирĕн районти инсультпа чирленĕ 27 çынна, инфарктпа чирленĕ 7 çынна унта кайма направлени панă. Пытармалли çук, вĕсенчен 11-шĕ вилнĕ. Ултă уйăхра вара районта пурĕ 57 çын инсультпа чирленĕ. Ыттисем районти тĕп больницăра сипленнĕ. Çак хăрушă чирсем вăйлă аталаннин сăлтавĕсенчен чи малтан çаксене палăртмалла. Киревсĕр йăласем (пирус туртни, эрех-сăра ĕçни), юн пусăмĕ хăпарни, ытлашши мăнтăр пулни, сахал утса-чупса çỹрени, юнра холестерин шайĕ, сахăр хисепĕ пысăкки, ватлăх енне сулăнни. Раççейре çуллен 400 пин çынна инсульт ураран ỹкерет терĕмĕр. Вĕсенчен 30-35 проценчĕ чирĕн малтанхи уйăхĕсенчех вилет, 70 проценчĕ инвалид пулса юлать. Анчах та юлашки çулсенче инсульт "çамрăкланса" пыни те палăрать, унпа 30 çулхисем те чирлеççĕ. Çын ватăлса пынă май унăн юн тымарĕсем майĕпен хытса, ватăлса пыраççĕ. Çавна май çын йывăр ĕçлесен, сывă пурнăç йĕркине тытса пымасан пуç миминчи юн тымарĕсен ĕçĕсем пăсăлаççĕ, çакă ишеми инсульчĕ патне илсе пыма пултарать. Юн тымарĕ татăлса кайнине геморроги инсульчĕ теççĕ. Çаксем пуç мимин юн тымарĕсене йĕркеллĕ ĕçлеме чăрмантараççĕ. Пирĕн пуç мими икĕ пайран тăрать: сулахай енчи полушари калаçушăн, вулавшăн ответлă. Музыка тата ỹкерес пултарулăх сылтăм полушарипе çыхăннă. Сулахай енчи полушари сиенленни çынна ăнланмалла калаçма, хăйĕн шухăшне тĕплĕн каласа пама, ытти çынсем мĕн каланине ăнланма чăрмантарать. Сулахай енчи полушари центрĕ сиенленсен çынна паралич çапать. Пуç мимине юн кайнин 90 проценчĕ гипертони чирĕнчен килет. Сывă çыннăн та пуç çаврăнасси, йывăрланасси, ал-ура туйăмĕ начарланасси пулма пултарать. Çын çакна тепĕр чухне манса та каять. Анчах та сывах çывăрма выртнăскер, ирхине алă-ури ĕçлеменнипе _ паралич çапнипе вăранма пултарать. Çапах чирĕ те, сипленесси те çынран хăйĕнчен килет. 40 урлă каçнă çын юн пусăмне эрнере 2-3 хутран кая мар виçтерсе тăмалла, хăйĕн яланхи юн пусăмне пĕлмелле. Инсульт пулас хăрушлăхăн тепĕр сăлтавĕ _ хусканусем сахал туни. Ялта пурăнакансем сахал хускалаççĕ тесе каламăпăр. Вĕсем тепĕр чухне, уйрăмах çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен, лăш курмасăр ĕçлеççĕ. Сахал хускану туни те, ытлашши канăçсăр пулни те сывлăхшăн сиенлĕ. Иккĕшĕ те инсульт патне илсе пыраççĕ. Çавăнпа та тепĕр хут аса илтерес килет: табак ан туртăр, эрехпе ан иртĕнĕр, физкультура упражненийĕсем тăвăр, апат рационне тĕрĕс йĕркелĕр. Авалхи тĕнче афоризмĕнче çапла каланă: "Вăхăт никама та юратмасть, унăн никам патне те курайманлăхĕ çук, вăхăт пуриншĕн те тимсĕр _ вăл пурне те илсе каять". Çакна яланах асра тытасчĕ те пирĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика