31 июля 2009 г.
Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи шалти ĕçсен пайĕн акт залĕнче Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă районĕсен территорийĕсенче вырнаçнă РФ прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ çỹлерех асăннă районсенчи право йĕркине сыхлакан органсен ертỹçисемпе канашлу ирттерчĕ. Унта районсем хушшинчи следстви пайĕн оперативлă работникĕсем, РФ прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн представителĕ П.Царев, Патăрьел, Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă районĕсен прокурорĕсем, районсенчи шалти ĕçсен пайĕсен начальникĕсем хутшăнчĕç. Çак йĕркесен авторĕ, районсем хушшинчи следстви пайĕн ертỹçи Р.Шайхалов следстви пайĕн 2009 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен доклад туса пачĕ. Вăл палăртнă тăрăх, кăçалхи çур çулта районсем хушшинчи следстви пайĕн территорийĕнче преступленисен шучĕ чакнă. Çав шутра уйрăмах йывăр преступленисем 11 процент, çынна вĕлересси 43 процент сахалрах регистрациленĕ. Следстви пайĕ преступлени туни çинчен 397 пĕлтерĕве пăхса тухнă, уголовлă 69 ĕç пуçарнă, судсене пăхса тухма уголовлă 51 ĕç ярса панă. Уголовлă ĕç пуçарса вĕçленĕ тĕслĕхсенчен ытларахăшĕ çын пурнăçне тата унăн сывлăхне хирĕç тунă преступленисем. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене çемьери хутшăнусенче эрех-сăрапа иртĕхекенсем, пурнăçа тăрлавсăр пурăнса ирттерекенсем тăваççĕ. Районсен прокуратурисемпе тата оперативлă шырав органĕсемпе пĕрле коррупципе çыхăннă преступленисене тупса палăртасси тата уçса парасси следстви пайĕн ĕçĕнче тĕп вырăн йышăнать. Кăçал пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисен службăри ултавпа çыхăннă преступленисен уголовлă 2 ĕçне, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсем пирки пуçарнă уголовлă 2 ĕçе, милици сотрудникĕсем службăри тивĕçĕсене пăснă фактпа çыхăннă уголовлă 2 ĕçе пăхса тухма районсен сучĕсене ярса панă. Следстви пайĕ граждансен социаллă прависене хỹтĕлесси çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Хальхи вăхăтра Елчĕк районĕнчи уйрăм предприниматель икĕ сутуçăна ĕç укçи тỹлемен фактпа пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчетпĕр. Патăрьел районĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕн депутачĕ, хĕрарăм, çула çитмен 2 ачана хĕнени пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Шăмăршă районĕнче ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи предприяти членĕсен пурлăх пайĕсене вăрланин тĕслĕхĕпе уголовлă ĕç тĕпчетпĕр. Комсомольски районĕнче ватăлнă хĕрарăма пусмăрлама хăтланнă çын пирки пуçарнă ĕçе пăхса тухма суда ярса панă. Канашлура районсенчи право йĕркине сыхлакан органсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлес ыйтăва та хускатрĕç, следстви пайĕн иккĕмĕш çур çулта ĕçлемелли тĕп çул-йĕре палăртрĕç.