Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçаруллисен ĕç ăнать

31 июля 2009 г.

Пуçаруллисен ĕç ăнать "Победа" ОООра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 603 гектар йышăнаççĕ, çав шутра кĕрхисем 220 гектар. Халĕ хуçалăхра уй-хирти пуянлăха алла илессипе тимлеççĕ. _ Кĕрхи тулла, вăл 41 гектар çинче çитĕннĕ, пухса илтĕмĕр. Тухăç та начар мар _ кашни гектартан 30 центнер ытла тухрĕ. Халĕ ыраш уйĕнче ĕç пырать, _ кăмăллăн пĕлтерет хуçалăх ертỹçи Н.Головин. Хуçалăхра иртнĕ кĕркунне ыраша 179 гектар çинче акса хăварнă. Тухăç кунта та пĕчĕк пулманни куç умĕнче _ паккуссем хулăн. Ыраша, ытти культурăсене прицеплă КПП-4,2 косилкăпа çулса кушăхтарнă. Халĕ Артур Алексеев механизатор "Енисей _ 1200" комбайнпа çапса тĕшĕлет. Василий Петров водитель çапнă тырра ГАЗ-53 автомашинăпа йĕтеме турттарать. Часах хуçалăхра çăмăллатнă кредитпа туяннă çĕнĕ "Полесье-812" комбайн уя тухмалла. Çакăн хыççăн ĕç хăвăртлăхĕ тата та ỹсет. Уй-хирти ытти культурăсем те ĕлкĕрсе, пиçсе пыраççĕ. Хуçалăхра пĕтĕм лаптăк çинчи сĕлле вырнă. Ăна та паян-ыран пуçтарса кĕртме тухмалла. Юлашки çулсенче тĕрлĕ хурт-кăпшанкăпа сиенленнине пула белокпа пуян пăрçана сахал туса илме пуçларĕç. Çапах та "Победăсем" çак культурăна хисеплени палăрать _ районти 70 гектар çинчи пăрçаран 30-шне çак хуçалăхра çитĕнтернĕ. Унăн паха тĕслĕхне ытти çĕрте алла илсен аванччĕ. Вырма ĕçĕсене пурнăçлама çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ. Халĕ механизаторсемпе специалистсен пуçарулăхĕ çеç кирлĕ. Вĕсем вара мал ĕмĕтлĕ, ĕçе тивĕçлипе пурнăçлас шухăшлă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика