29 июля 2009 г.
Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн, харпăр хăй ĕçне йĕркелеме шутланă граждансене тăкаксене саплаштарма 2009 çулта тавăрса памалла мар субсиди уйăраççĕ. Субсидие ĕçсĕрлĕхшĕн тỹлекен çулталăкри пособи вырăнне, пĕр хутчен 58800 тенкĕ параççĕ. Елчĕк районĕнче çак программăна 3 çын хутшăнать. Утă уйăхĕнче харпăр хăй ĕçне йĕркелеме 2 çынна укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пулăшнă. Килĕшỹ условийĕсем тăрăх, субсиди илекен çын укçа-тенкĕ хăйĕн лицевой счечĕ çине куçнă хыççăн виçĕ уйăхран кая юлмасăр халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра ăна мĕнле тăкаклани пирки отчет тăратмалла. Бизнес аталанать Хальхи вăхăтра предпринимательлĕх экономикăра паллă вырăн йышăнать, политикăпа социаллă пурнăç лăпкăлăхĕн тĕп факторĕ шутланать. Вак тата вăтам бизнес тĕрлĕ шайри бюджетсене пуянлатать, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçать, продукци туса кăларассине ỹстерет, ĕçсемпе пулăшусен шайне çĕклет. Пирĕн районта пĕчĕк тата вăтам 110 предприятие, уйрăм 638 предпринимателе шута илнĕ. Вак тата вăтам бизнесăн субъекчĕсен йышĕ, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 1,15 хут ỹснĕ. Çак сферăра 1870 çын ĕç вырăнĕ тупнă. Вăл экономикăна аталантарма хутшăнакан халăхăн 40,2 проценчĕпе танлашать. Вак тата вăтам бизнес тытăмĕнче суту-илỹре тата обществăлла апатланура ĕçлекенсем ытларах. Промышленноçпа строительствăра вăй хуракансем 12-11 процент йышăнаççĕ. Районти пĕчĕк тата вăтам предприятисем хăйсем хатĕрленĕ продукцие 131,6 миллион тенкĕлĕх ăсатнă. Ĕçне кура _ ĕç укçи. Кăçалхи çур çулта пĕчĕк тата вăтам предприятисенче ĕçлекенсем уйăхсерен вăтамран 6811 тенкĕ алла илнĕ. Ĕç укçине "пытарса" хăварасран тỹлевсене йĕркелекен ведомствăсем хушшинчи комисси асăрхасах тăрать. Пĕчĕк тата вăтам предприятисем бюджетсене укçа-тенкĕ хывас енĕпе начар мар ĕçлеççĕ. Кăçал çеç вĕсем 7,7 миллион тенкĕлĕх налуксем тỹленĕ. Аталанса пынă май, бизнес сферинче ĕçлекенсем кăçалхи çур çулта 3 лавкка уçнă, 4 ĕç вырăнĕ туса панă, çĕнĕ çуртсене хута яма хăйсен 1700 пин тенкĕ укçине тăкакланă. Вак тата вăтам бизнес тытăмĕнче ĕçлекенсене патшалăх енчен пулăшни йăлана кĕрсе пырать. Кăçалхи çур çулта çеç тỹлевсĕр майпа 5 субъекта бизнес проекчĕсемпе бизнес-плансем хатĕрлеме пулăшнă. Информаципе туллин тивĕçтерес тĕллевпе район администрацийĕн сайтĕнче "Пĕчĕк бизнес" баннер вырнаçтарнă. Районта "Вак тата вăтам предпринимательлĕхе 2007-2010 çулсенче аталантармалли муниципалитетăн тĕл-левлĕ программи" ĕçлет. Унта, тĕпрен илсен, предпринимательлĕхе муниципалитет енчен пулăшмалли мерăсене, инфратытăма аталантармалли, çынсене ĕç вырăнĕ тупса памалли майсене палăртнă. Кăçал Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕпе суту-илỹ министерстви "Агрофирма "Слава картофелю _ Яльчики" ОООна 300 пин тенкĕлĕх грант уйăрнă.