29 июля 2009 г.
Çĕннипе пĕрлех киввине те упрама пĕлмелле. Пурăнмалли çурт-йĕр фондне сыхласа хăварас, çĕнетес енĕпе вĕсене тĕпрен юсасси те паллă вырăн йышăнать. Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен çĕнетни пурнăç условийĕсене лайăхлатма, энергетика ресурсĕсене перекетлеме май парать. Республикăри "Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсене 2009 çулта тĕпрен юсасси" программа Елчĕкре те пурнăçа кĕрсе пырать. Унпа килĕшỹллĕн, пирĕн тăрăхри нумай хваттерлĕ 11 çурта тĕпрен çĕнетмелле. "Стройэнергосервис" ООО Елчĕкри Октябрь урамĕнчи 24-мĕш, Юбилей урамĕнчи 5, 11-мĕш çуртсен тăррисене юсассине вĕçленĕ. Халĕ Андреев урамĕнчи 1, 2-мĕш, Комсомол урамĕнчи 12-мĕш çуртсенче ĕçсем пыраççĕ. Тăррине юсама палăртнă çуртсенчен 8-шне тимĕр черепица витеççĕ, пĕрин тăррине çĕнетеççĕ. СК "Дизайн" ООО Юбилей урамĕнчи 12-мĕш çуртăн тăррине юсассине вĕçлесе пырать. "Теплоэнергосервис" ООО Комсомол урамĕнчи 3-мĕш çуртăн тăррине çĕнетессипе малалла ĕçлет. Октябрь урамĕнчи 18-мĕш çуртра ăшă системине çĕнетме пуçăннă. "Стройэнергосервис" ООО Юбилей урамĕнчи 11-мĕш çуртăн стенисене ăшă тытмалли хатĕрпе витессине вĕçлесе çак урамри 5-мĕш çурт патĕнче ĕçе пуçланă. Хальхи вăхăтра 4 çуртра шывпа тивĕçтерекен тата канализаци системисене юсассине вĕçленĕ.