29 июля 2009 г.
Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче шкулсене тĕрĕслекен комисси Кивĕ Эйпеç, Аслă Пăла Тимеш, Кушкă, Энтепе, Шăмалак, Яманчỹрел, Лаш Таяпа шкулĕсенче пулчĕ, вĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнипе паллашрĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче ачасене хаваслăн та кăмăллăн кĕтсе илес тĕллевпе кашни шкултах тăрăшса хатĕрленнĕ, классемпе коридорсене сăрласа илемлетнĕ, стендсене çĕнетнĕ. Кунта шкул бюджетĕнчи тата ашшĕ-амăшĕнчен пухнă укçа-тенкĕпе усă курнă. Пысăк калăпăшлă ĕçсене илес пулсан Кивĕ Эйпеçре канализаци тунă, мастерской кабинетне тĕпрен юсанă, пушар кранĕсене çĕнĕрен туяннă. Хальхи вăхăтра вĕсене улăштарассипе тимлеççĕ. Аслă Пăла Тимешре коридорсене линолеум сарнă, раковинăсемпе компьютерсем туянма май çитернĕ. Кушкăра çĕнĕ туалет купаланă, шкул чỹречисене тул енчен йăлтах сăрланă. Энтепе шкулĕнче вара шкул тăррине юсанă, çĕрĕшнĕ урай хăмисене, чỹрече рамисемпе янахĕсене улăштарма хал çитернĕ, ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе ача садĕнчи кану пỹлĕмĕнче тата котельнăйĕнче тĕп юсав ĕçĕсене пурнăçланă, ача сачĕпе шкула пỹлсе уйăрнă. Шăмалак шкулĕнче туса ирттернĕ пысăк ĕçсен шутне шкул тăррине юсанине, чỹрече рамисене тул енчен сăрланине тата "Надежда" ача-пăча организацин пỹлĕмне хута янине кĕртме пулать. Столовăйне электроплита, ачасем валли çĕнĕ чашăксемпе куркасем туяннă. Шкулта тăрăшакан В.Сидоров ăсталанă умывальниксем те тỹрех куç тĕлне пулчĕç. Ылтăн алăллă çынсем тăрăшни шкул укçи-тенкине перекетлеме май панине çирĕплетекен тепĕр тĕслĕхе те асăнар. М.Шуйкова повар шкул çумĕнчи лаптăкра çитĕнекен пахча çимĕçрен çулсеренех хĕллене валли тĕрлĕ салат хатĕрлет, улма-çырлапа чей курăкĕсем типĕтет. Çавна май ачасем хĕлĕпех сиплĕ чей, компот ĕçеççĕ. Яманчỹрелсем иртнĕ çул пĕр гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çитĕнтерсе 100 пин тенкĕ ĕçлесе илме пултарнăччĕ. Çак укçа-тенкĕпе усă курса вĕсем компьютер сĕтелĕсем, хими кабинетне опытсем ирттермелли ятарлă шкаф, столовăйне сывлăша тасатакан хатĕр вырнаçтарнă. Химипе физика кабинечĕсем валли приборсемпе вĕрентỹ хатĕрĕсем тата спорт инвентарĕ туяннă. Кунти вĕренекенсемпе вĕрентекенсем кăçал та хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çитĕнтерессипе тимлеççĕ. Лаш Таяпа шкулĕнче коридорсене çунман сăрăпа сăрланă. Çак ĕçе пурнăçлама 40 пин тенкĕ укçа-тенкĕ тăкакланине пĕлтерет шкул директорĕ. Ырă енсемпе пĕрле пысăках мар çитмен-лĕхсем те палăрчĕç шкулсенче. Чи пĕлтерĕшли _ ятарлă вырăнсенче пушар хăрушсăрлăх паллисем çитменни. Шăмалакри котельнăй тăрри юхтарнине асăрхарĕç комисси членĕсем. Столовăйсенче санитарин çĕнĕ правилисене пăхăнмаççĕ-ха. Унпа килĕшуллĕн ятарлă журналсем уçмалла, пахча çимĕç тата аш-какай продукчĕсем валли расна сĕтелсем вырнаçтармалла, пиçнĕ какайпа чĕррине уйрăм сĕтелсем çинче вакламалла. Столовăй урайĕсене, савăт-сапана тасатмалли хатĕрсем, поварсен килти тата ĕçри тумĕсем уйрăм шкафсенче упранмалла тата ытти те. Кашни шкулти столовăйĕнчех производство цехĕсем хута ямалла. Кушкă шкулĕнче электроплита кивĕ пулни вăхăта перекетлĕн усă курассинче ура хурать. Апатне вара ача садĕнчи тата шкулти ачасем валли те хатĕрлемелле. Кивĕ Эйпеçри тата Яманчỹрелĕнчи столовăйсенче сĕтелсем, Кушкăпа Лаш Таяпара савăт-сапа çителĕксĕр. Шăмалакра кашни савăт-сапа çумалли ванна патнех вĕри шыв пымасть (хăш-пĕрне улăштармалла) тата ытти те. Чылай шкулта иртнĕ вĕренỹ çулĕнче тупса палăртнă çитменлĕхсене те пĕтерме васкаман. Тепĕр пысăк ыйту вăл _ ачасене хỹтлĕхпе тивĕçтересси. Çак тĕллевпе шкула ют çынсем çăмăллăнах пырса кĕресрен тата террорла актсенчен асăрханса ятарлă дежурство йĕркелемелле, компьютерсем пур классен чỹречисем çине тимĕр решетке вырнаçтармалла. Малашне шкул территорине е уйрăм классене видеосăнавсем лартасси пирки те сăмах пуçарчĕç комисси членĕсем.