Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Донор шăмат кунĕ" иртет

29 июля 2009 г.

 Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççейре пĕрремĕш хут "Донор шăмат кунĕ" ирттерме палăртнă. Çакăн çинчен Раççей Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ. Çак кун юн йышăнмалли службăсем çĕршывăн мĕн пур территоринче ĕçлеççĕ. Донор кунне çак вăхăт тĕлне палăртни ыт ахальтен мар: юн çуллахи тапхăрта нихçанхинчен те ытларах кирлĕ. Чăваш Ен те çак акцирен аякка пăрăнса юлмасть. Республикăри юн йышăнакан станцисем (вĕсем Шупашкарта тата Канашра) çак кун 8 сехетрен пуçласа 12 сехетчен пархатарлă ĕçе хутшăнма кăмăл тăвакансене кĕтеççĕ. Донор пулма 18 çул тултарнă, Раççейре пурăнакан сывă çынсем пултараççĕ. Юн пама кайнă чухне паспорт илме манса каймалла мар. Çакна та асăрхаттарни вырăнлă пулĕ: донорăн юн париччен 48 сехет эрех ĕçме, 24 сехет çуллă апат çиме юрамасть. Пархатарлă та сăваплă ĕçе Елчĕк çыннисем те хутшăнасса шанатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика