Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сад пахчи тупăш кỹрет

25 июля 2009 г.

 Ял çынни ĕлĕкренех ĕçчен те тăрăшуллă пулнипе палăрса тăрать. Хуçалăха тĕреклĕ тытакан çынсем çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлеççĕ. Çуллахи кун вĕсен ĕç кунĕ тул çутăлсанах пуçланать. Ирхине кĕтỹ кайиччен ĕне сумалла, чăххи-чĕппине, хур-кăвакалне апат туса тăрантармалла. Ун хыççăн ĕçе тухса каймалла. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма утă-улăм хатĕрлес тесе мĕн чухлĕ тăрăшать ял халăхĕ, канăçне çухатать. Ялти çакăн пек канăçсăр пурнăçпа хальхи çамрăксем пурăнасшăн мар, хулана вырнаçасшăн. Хулара пурăнакансем вара хăнана килсен ялти пурнăçах ăмсанаççĕ. Чăнах та ялта пурăнакансен хăйсем туса илнĕ аш-какайĕ, ĕне юр-варĕ сывлăхшăн усăллă, питĕ паха апатсем шутланаççĕ. Çакна ватлăхра лайăх ăнланатпăр. Ял çыннин шывĕ те таса, хулари пек хлор ярса тасатнă шыв мар, шăрăх çанталăкра тăрă, сивĕ шыва ĕçсе ярсанах чуна уçăлтарса ярать. Ял пурнăçне хăнăхнă çын ялах килĕштерет. Унта пурăнсах хăтлă кил-çурт çавăрать, хулари пек условисенче пурăнас тесе тăрăшать, çавăнпа çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлет, укçа тăвас тесе тĕрлĕ май шырать. Таяпа Энтри ялĕнчи нумай хуçалăхра улма-çырла йывăççисем çитĕнтереççĕ. Çырларан хĕлле валли варени, компот хатĕрлеççĕ. Хăйсенчен ытлашши улма-çырлана вара пасарта сутаççĕ. Çырла сутса та аван услам тума пулать. Çакăн пек çынсем Таяпа Энтринче пурăнакан пенсионерсем _ Арманкассинчи Михайловсем. Вĕсем çурт хыçĕнчи 10 сотка пахчинче хурлăхан, чие, хăмла çырли лаптăкĕсем тунă. Çырлисем пиçсе çитсен темиçешер витре татаççĕ те пасара илсе тухса сутаççĕ. Пенси укçине Перекет банкне хурса пырса унпа мотоблок та туяннă. Пасара çырла сутма мотоблокпа каяççĕ. Кăçал çирĕм витре хурлăхан, чие сутма ĕлкĕрнĕ те. Хăмла çырли сутнинчен уйрăмах сумлă укçа пулать. Хăмла çырли _ сиплĕ, вăл хаклă пулнине пăхмасăр ăна туянас текен çынсем йышлă. Иртнĕ çул Михайловсем çырла сутса 13 пин тенкĕ тупăш илнине каларĕç. Еля 63 çулпа пырать, унăн мăшăрĕ Анатолий 72-ре. Шăрăх çанталăкра пĕçертекен хĕвел айĕнче пĕрчĕн-пĕрчĕн çырла татасси ват çынсемшĕн çăмăл мар, вĕсем вара тỹсĕм çитереççĕ, сутса укçа туни вĕсене хавхалантарать. Иртнĕ çул 4 лав кавăн çитĕнтернĕ, вĕсен вăррине кăларса, типĕтсе сутнинчен те чылай укçа тунă. 1 килограмм кавăн вăррине 100 тенкĕпе сутма пулнине пĕлтерчĕ кил хуçи. Вĕсем пенсире пулсан та ĕне те тытаççĕ, картиш тулли чăх-чĕп усраççĕ. Ĕçчен çемье икĕ хутлă кирпĕч çурт хăпартса лартнă, газ кĕртнĕ, пилĕк ача пăхса ỹстернĕ, тăватă ачине çурт-йĕр çавăрма пулăшнă. Пасара тухсан çырла пиçсе çитнĕ вăхăтра тĕлĕнсе каймалла, пасара пырса кĕрекен асфальт çул тăрăх тăршшĕпе çырла тултарнă витресем лараççĕ, çавах вĕсене туянса пĕтереççĕ. Тĕрлĕ çырла сутакансем пурте тенĕ пекех пенсионерсем. Кашни ялтах пур иккен çак ĕçе юратакансем, çырла ỹстерекенсем. Михайловсем тенкĕ çумне тенкĕ хушса, пенси укçине пухса пырса кил-çурт валли тĕрлĕ сĕтел-пукан туяннă, хулари хваттерти пек культурăллă пурăнаççĕ. Холодильник кăна мар, морозильнăй камера та туяннă. Ỹркенмен ăста пулать, ĕçчен çын пуян пурăнать тени тĕрĕсех çав. Пурăннă чух çын яланах пурнăçа лайăхлатас тесе малалла талпăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика