Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр шăршиллĕ алăсем

25 июля 2009 г.

 Тулă пĕрчине çĕр ăшне варса хунипех çăкăр çиеймĕн çав. Хĕртсе хĕвел пăхмасан, çумăр çуса çĕре нỹрлентермесен ăнăçлă та тухăçлă тыр-пул çитĕнтерме ай-яй çăмăл мар. Пĕчĕк çеç тырă пĕрчине, калчасене вăй илтерме мĕн чухлĕ тар юхтармаллине çĕр ĕçченĕ çеç лайăх пĕлет. Çакăн пек ĕçченсенчен пĕрин çинчен _ Аслă Елчĕкре пурăнакан Вера Яковлевна Агеева пирки тĕплĕнрех çырса кăтартас тĕллев ыт ахальтен çуралмарĕ. Нумаях пулмасть уй-хирте пулса ăнса çитĕнекен тыр-пула пăхса ытарайманран 30-40 çул каяллахи тапхăр куç умне тỹпери таса, сенкер пĕлĕт пек шуса çитсе тăчĕ, пуçра аса илỹ çуралчĕ... Эх, ăçта-ши çав чуна канлĕ, кăмăла каймалла ытарлă та савăк вăхăтсем? Кашни ир ыйхăран атте çава туптанă сасăпа вăранаттăм. Колхоз хирне ĕçе çỹрекенсем ир-ирех пирĕн кил умне пухăнса черет йышăнатчĕç. Атте, Аттелĕхĕн Аслă вăрçинчен аманса таврăннăскер, ури ыратнăран бригада çуртне каймасăр, хамăр кил умĕнчех çава туптатчĕ. Ирхине çава туптанă сасăпа вăранса, пуçтарăнса бригада çуртне пухăнаттăмăр, колхоз хирĕнчи анасене çум курăкран тасататтăмăр. Пире ертсе, ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пыраканни вара Вера аппаччĕ. Ун чухне вăл бригадира пулăшаканĕ пулса ĕçлетчĕ. Вера Яковлевна Агеева 1946 çулта чỹк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă. 1962 çулта 8 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тăван _ Ленин ячĕпе хисепленекен колхозра ĕçлеме пуçлать, малтан бригадăра ыттисемпе пĕрле тĕрлĕрен ĕçе хутшăнать, ун хыççăн ăна иккĕмĕш уй-хир бригадин бригадирне пулăшакан пулма çирĕплетеççĕ. 1975 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех бригадирта тăрăшать. 1981 çулта Вăрнарти совхоз-техникумран куçăмсăр майпа вĕренсе тухать. Ятарлă пĕлỹ илнĕ специалист шанса панă ĕçре çĕнĕрен-çĕнĕ çитĕнỹсем тума пуçлать. Вера Яковлевна ертсе пыракан бригада колхозра çеç мар, районта чи лайăххисенчен пĕри пулса тăрать. Уйрăмах çĕр улми çитĕнтерес тĕлĕшпе ĕç кал-кал пырать. 1979 çулта иккĕмĕш бригадăра вăй хуракансем пĕр гектартан 300 центнера яхăн çĕр улми пухса кĕртеççĕ, выльăх кăшманĕн тухăçĕ 900 центнертан иртет. Колхозниксемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни, ĕçлекенсенчен кирлĕ пек ыйтни Вера Яковлевнăна улăпла утăмсем тума пулăшать. Ахальтен мар ĕнтĕ пултаруллă бригадира 1973 çулта "Хисеп Палли" орден парса чыслаççĕ, 1976 çулта тăххăрмĕш пилĕк çуллăх ударникĕ, 1978 çулта социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи паллăсемпе наградăлаççĕ. КПСС Чăваш обкомĕн бюровĕн тата Министрсен совечĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн В.Агеевăна вуннăмĕш пилĕк çуллăхăн заданийĕсене пурнăçланăшăн тата тухăçлă ĕçшĕн 1980 çулта Хисеп грамоти парса чысланă. Çак çулах Вера Яковлевна СССР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине те илме тивĕç пулать. Çавăн пекех ăна РСФСР Верховнăй Совечĕн суйлав комиссийĕн членĕ пулма шанаççĕ. Вера Яковлевна икĕ хутчен Мускавра суйлав-çăсен пухăвне хутшăнма тивĕç пулать. Пĕрремĕшĕнче РСФСР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулма тăратнă кандидатпа Л.И. Брежневпа тĕл пулаççĕ, иккĕмĕш тĕл пулу Мускав хулин Фрунзе суйлав округĕн суйлавçисемпе иртет. Унсăр пуçне, 1980 çултах вăтам звено ертỹçине В.Я.Агеевăна Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутатне суйлаççĕ. Пултаруллă бригадира 9 хутчен ял совет депутачĕ пулма шанаççĕ. 1981 çулта ỹркенмен, ялан çĕр ĕçĕшĕн чунне пама хатĕр харсăр хĕрарăма Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чыслаççĕ. Ку наградăна Вера аппа хăйĕн квалификацине ỹстерсе пынăшăн, малта пыракансен опы-чĕпе тухăçлă усă курнăшăн, хăйĕн ĕç опычĕпе ыттисене паллаштарнăшăн тивĕçет. 1986 çулта çĕр ĕçĕнче ырми-канми вăй хуракана "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ" хисеплĕ ят параççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та вăл бригадир ĕçĕн "тилхепине" çирĕп тытса пычĕ. Паянхи кун та Вера аппа ĕçсĕр лармасть, кирлĕ пулсан, колхозниксемпе пĕр рете тăрса ĕçлет, çăкăр шăршиллĕ алăсем çăкăр тăвас ĕçрен пăрăнаймĕç çав.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика