Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 400 пин тенкĕлĕх грант

25 июля 2009 г.

 Чăваш Республикинчи вĕрентĕве модернизацилес комплекслă проектпа килĕшỹллĕн, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисем хушшинчи çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртес енĕпе "Пĕлỹлĕх пуçарулăхĕ" программăн республикăри пĕрремĕш конкурсĕ вĕçленнĕ. Унта республикăри хуласемпе районсенчен 196 проект тăратнă. Пысăк квалификациллĕ экспертсем ĕçсене тĕрлĕ енлĕн пăхса тухнă. Вĕрентỹпе воспитанин пахалăхне тĕрĕсленĕ, çĕнĕ технологисемпе мĕнле усă курнипе, вĕрентỹ процесне мĕнле майсемпе йĕркеленипе паллашнă, программăра палăртнă тĕллевсемпе задачăсене мĕнле пурнăçланине, ĕç условийĕсене тата ыттине тишкернĕ. Çĕнтерỹçĕсен йышне пирĕн районти пĕр шкул кĕнĕ. "Шкул _ культура тата общество пурнăçĕнчи тухăçлă, интереслĕ тата усăллă центр: пĕлỹлĕхпе культура, социаллă уçлăх" номинацире Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул иккĕмĕш вырăн йышăннă. Шкул 400 пин тенкĕлĕх грант илет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика