Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллашăр: Наталья Ĕнелпи

25 июля 2009 г.

 Иванпа Вячеслав Христофоровсем, Сергей Павлов, Мария Горшкова, Валерий Дмитриев, Алексей Московский, Алина Варна, Алексейпе Андрей Шадриковсем... _ районтан тухнă юрăçсем нумай пирĕн. Çак кăларăмра манăн вулакансене Ĕнел хĕрĕпе _ Наталья Васильевăпа (Ĕнелпи) паллаштарас килет. Район центрĕнчи çынсемшĕн вăл тахçанах палланă çын, пултаруллă та çепĕç юрăç. Кашни концерта хастар хутшăнать. Хăйĕн илемлĕ юрри-кĕввипе, шăнкăрав евĕр сассипе, илĕртỹллĕ хусканăвĕсемпе куракансене самантрах тыткăнлать Наталья. Çамрăк пулсан та çитĕнỹсем çук мар хĕрĕн. Шупашкарти пысăк сцена çинче паллă юрăçсемпе пĕрле юрлама пĕрре анчах мар тỹр килнĕ ăна. Паянхи кун тĕлне 5 юрă _ "Çĕнĕ çул _ кашни çул", "Иккĕн пулар-и?", "Васкаса", "Елчĕк каччи", "Савни килет" авторĕ вăл. Юрă сăмахĕсене те хăйех çырать пике. Сăвăçăсен конкурсĕнче район шайĕнче пĕрре çеç мар çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра юрра хывма 3 сăвă хатĕрленĕ. Мал ĕмĕтлĕ хĕр юрăсене хушăнтарса пырса çывăх вăхăтра альбом кăларас шухăшлă. Юрлассипе вара Н.Васильева республика шайĕнче те палăрнă. Регионсем хушшинче "Вирьял шевлисем" ятпа йĕркеленекен чăваш эстрада юррисен 13-мĕш фестивалĕнче, "Кĕмĕл саслă ачалăх" республика шайĕнчи фестивальте II степень дипломсем çĕнсе илнĕ. Районти конкурссенче çĕнтернине асăнса та пĕтереймĕн. Сăвă çырма, юрлама анчах мар, ташлама та ăста хĕр. Районти ташăçăсен йăлана кĕнĕ "Грация" конкурса хаваспах хутшăнать вăл, çулсеренех малти вырăнсене йышăнать. Наталья паянхи кун икĕ аслă шкулта пĕлỹ пухать. Чăваш патшалăх университетĕнче культура менеджментне тата культура институтĕнче куçăмсăр майпа режиссера вĕренет. _ Çĕнĕ çулччен иккĕшĕнче те "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пытăм, халĕ вара "4" паллăсем те тухкаларĕç. Концертсене хутшăннă май вĕренỹ валли вăхăт сахалрах юлать, _ пĕлтерет пике. Талантлă ентешĕмĕре пурнăç çулĕ çинче çĕнĕрен те çĕнĕ ỹсĕмсем сунас килет, ĕмĕчĕсем çитсе пыччăр унăн. Малашне ăна маларах асăннă çăлтăрсемпе тан курасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика