Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкекрен асăрханар

25 июля 2009 г.

 Кăçалхи 6 уйăхра районти çул-йĕрсем çинче 5 авари регистрациленĕ. Вĕсенче виçĕ çын вилнĕ, пиллĕкĕшĕ сусăрланнă. Иртнĕ çул çак тапхăрта 10 инкек пулнă, вĕсенче тăватă çын пурнăçран уйрăлнă, тăххăрăшĕ аманнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн "Çул-йĕр çинчи лару-тăрăва хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессинче чи малтан йышăнмалли мерăсем çинчен" Указне тата "2006-2012 çулсенче çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха ỹстересси" тĕллевлĕ программине пурнăçа кĕртсе ГИБДД ĕçченĕсем сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Инкексене вăхăтра сирес тĕллевпе ача сачĕсенче тата шкулсенче пулса профилактика калаçăвĕсем йĕркелесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Çур çулта 14 автохуçалăхра, 21 çул-йĕр çинче тĕрĕслев ирттернĕ, йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртса 29 предписани çырнă, РФ КоАП 12.31, 19.5 тата 12.34 статйисемпе килĕшỹллĕн должноçри çынсен тĕлĕшĕпе 14 административлă протокол хатĕрленĕ. Профилактика рейчĕсенче çул-йĕр правилисене пăхăнман 1609 çынна (63 водитель руль умне ỹсĕрле ларнă) явап тыттарнă. Район халăхне тепĕр хут асăрхаттарса хăварас килет _ çул-йĕр çинче тимлĕхе çухатма, хамăра çăмăлттай тытма юраманнине асрах тытасчĕ, инкек-синкекрен сыхланасчĕ, пĕр-пĕрне хисеплесчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика