Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра тунипе пĕлтерĕшлĕ

25 июля 2009 г.

 Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, çулсеренех Раççейре пиншер ача инфекци чирĕсемпе чирлет. Çакă, паллах, вĕсене вăхăтра тата туллин вакцинăламанни е прививка туманнинчен килет. Вăл е ку чир йывăр тапхăра куçнин сăлтавĕ ашшĕ-амăшĕн явапсăрлăхĕ те пулма пултарать. Ачисене профилактика прививкисем тутарман ашшĕ-амăшĕсем те тĕл пулаççĕ. Вĕсем çак ĕçе пĕчĕкле пурнăçлани иммунитет шайне ỹстернине ăнланасшăн та мар. Вăхăтра прививка туни организма инфекцие хирĕç кĕрешме май парать те. Наци проекчĕ палăртнă хушма иммунизаци тумалли планпа килĕшỹллĕн, 2009 çулта В вирус гепатитне хирĕç кĕрешсе районти 18-55 çулсенчи 350 çынна, 3730 çынна грипран хỹтĕлесе, çулталăк тултарайман 190 ачана полиомиелитран прививка тума палăртнă. Çур çулта 105 ачана полиомиелита хирĕç вакцинациленĕ. Раççейре профилактика прививкисен ятарлă календарĕ пур. Туберкулез, дифтери, столбняк, коклюш, хĕрлĕ шатра, полиомиелит, сикекен хĕрлĕ шатра чирĕ, эпидемилле паротит, В гепатит сывлăхшăн уйрăмах хăрушă. Çавăнпа та вĕсенчен прививкăсене тỹлевсĕрех тăваççĕ. Хальхинче çỹлерех асăннă чирсем çинчен тĕплĕнрех чарăнса тăрасшăн. Туберкулезпа пур ача та, çавăн пекех тин çуралнисем те, чирлеме пултараççĕ. Пĕрремĕш прививкăна ача çуратмалли çуртрах тăваççĕ. 4-6 уйăх иртсен укол тунă вырăн кăштах шыçать. Уншăн шикленме кирлĕ мар. Çакă иммунитет шайĕ ỹснине палăртать. Шел пулин те, хальлĕхе ĕмĕр тăршшĕпех туберкулез ересрен хăтаракан вакцина çук. Çавăнпа та тепĕр хут 7 çулта, кайран 14 çулта прививка тăваççĕ. Тепĕр хăрушă чир вăл _ дифтери. Унран темиçе чирпе харăс (коклюш, столбняк) прививка тăваççĕ. Малтанхи вакцинăна организма ача 3 уйăхра чухне яраççĕ. Кайран 4,5 тата 6 уйăхсенче. Хăш чухне прививка хыççăн температура ỹсме пултарать. Укол вырăнĕ хĕрелет, тулса каять. 3-5 кунтан çакă йăлтах иртет. Каярахпа 18 уйăхран, 7 тата 14 çултан прививка тăваççĕ. Дифтерие пула вилме те пулать е вăл организма хавшатса хăварать. Коклюш ачасемшĕн 2 çула çитиччен хăрушă. Вăл чир ỹпкене тата нерв системине сиенлесе хăварать. Столбняк аманнă ỹте микробсем лекнипе пулать. Ку чир те хăрушă. Коклюш, дифтери тата столбнякпа пĕрлех ача 3 уйăхра чухнех полиомиелитран та прививка тăваççĕ. Ку чир вирусĕ тĕп нерв системине, тепĕр чухне пуç мимине те сиенлет. Шалкăм çапма пултарать, инвалида кăларать. Вакцинацилесси 45 кун сиктерсе 3 хутчен пулать. Кайран 18, 20 уйăхран тата 14 çултан прививка тăваççĕ. Вакцинăна ача чĕлхи çине тумлатса параççĕ. Ун умĕн те, хыççăн та апат çимелле мар. Чи анлă сарăлни _ хĕрлĕ шатра чирĕ. Унăн микробĕсем организма сывлав органĕсем урлă лекеççĕ. Унпа чирлесен пневмони, энцефалит чирĕсем пуçланаççĕ, хăлха ыратать. Прививкăсене пуçласа 12 уйăхра, кайран 6 çулта ирттереççĕ. Эпидемилле паротит лексен хăлха, янах парĕ шыçать, нерв системи сиенленет. Çавăн пекех вăл менингит патне илсе пырать. Ар вăрлăхĕ çине витĕм кỹрет. Паротитран пĕрремĕш хут 12 уйăхра, каярахпа 6 çулта прививка тăваççĕ. Сикекен хĕрлĕ шатра пирки те манса каймалла мар. Йывăр çын чухне çак чирпе аптрасан уйрăмах хăрушă. Вăл варти ачана сиенлет. Кун пек чухне хырăм ỹкме е пепке сиенленсе çуралма пултарать. Ачасене 12 уйăхра тата 6 çулта вакцинăлаççĕ. Раççейре В гепатитран 2002 çултан пуçласа прививка тăваççĕ. Малтанах çуралсанах вакцинăлаççĕ. Кайран 1 уйăхра, 6 уйăхра тăваççĕ. В гепатит пĕвер циррозĕ тата ракĕ патне илсе пыма пултарать. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕсене тепĕр хут асăрхаттарасшăн: тухтăрсем хушнине итлемелле, вăхăтра прививкăсем тутарни хăвăрăн пепкĕршĕнех лайăх.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика