Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Криминаллă хроника

25 июля 2009 г.

 Утă уйăхĕн 13-19-мĕшĕсенче Елчĕк районĕнче право йĕркине пăснă 85 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Çав шутран обществăлла вырăнсенче ỹсĕр çỹренĕшĕн _ 19 çынна, хулиганла пĕчĕк ĕçсемшĕн _ 3, потребитель рынокĕнчи йĕркене пăснăшăн _ 5, обществăлла вырăнсенче эрех ĕçнĕшĕн _ 1, çул-йĕр правилисене пăснăшăн _ 49 (2 водитель руль умне ỹсĕр ларнă), административлă право йĕркисене пăснă 8 çынна айăпланă. Утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче 3 сехетре Елчĕкри тĕп больницăна кăкăрĕ тата сулахай пĕççи суранланнă П. гражданина (Хăвăлçырма) илсе пынă. РФ Уголовлă Кодексĕн 111 статйин 1 пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче 1981 çулта çуралнă Д. гражданин Патреккел ялĕнче çак ялта пурăнакан О. гражданкăпа харкашу пуçарнă. Утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Аслă Елчĕкре пурăнакан А. гражданкăна кỹрши утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче çурăмран çапни çинчен районти шалти ĕçсен пайне хыпар килнĕ. Материала пăхса тухма миравай суда панă. Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче, ирхине 5 сехет тĕлĕнче, 1981 çулта çуралнă М. гражданин тата 1986 çулта çуралнă М. гражданин, Çĕмĕрле районĕнчи Катеркасси ялĕнче пурăнакансем, Вăрăмхăвари С. гражданин килне саккунсăр майпа кĕнĕ, кил хуçине хĕнесе пĕтернĕ. Çав кунах, çĕрле 23 сехет тĕлĕнче Аслă Елчĕкре çуралнă, унтах пурăнакан Ч. гражданин Елчĕкри Иванов урамĕнчи 7-мĕш çуртра М. гражданкăпа тата унăн хĕрĕпе харкашу пуçарнă. Тĕрĕслев материалĕ пуçтараççĕ. Утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче, 16 сехет тĕлĕнче, Аслă Елчĕкри Ч. гражданин Елчĕкри М. гражданкăн веранда чỹречине ватса саккунсăр майпа пỹртне кĕнĕ. Тĕрĕслев материалĕ пуçтараççĕ. Утă уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче, çĕрле, Лаш Таяпари "Планета" магазинтан паллă мар çынсем электрощит вăрласа тухнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика