Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырав умĕнхи яваплă тапхăр

22 июля 2009 г.

Çырав умĕнхи яваплă тапхăр Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çинчен пĕлмен çын районта çук пулĕ. 2002 çулхи çырав та асрах-ха. Çав вăхăтрах вăл халăх хушшинче чылай ыйту çуратать, интереслентерет. Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи ертсе пыракан специалист-эксперчĕпе Л. А. Горшковапа калаçатпăр эпир паян Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çинчен. _Малтанах вулакансене çыравсен историйĕпе паллаштарăр-ха, Людмила Алексеевна. _Çырав историйĕ чăннипех те интереслĕ фактсемпе пуян, хăшĕ-пĕринпе хаваспах паллаштарăп сире. Раççейри халăха шута илесси тутар-монгол пусмăрĕ тапхăрĕнчех пуçланнă. Ун чухне хырçă ытларах пухма хуçалăхсене çырса тухнă. 14-16 ĕмĕрсенче çав кăтартусене ятарлă кĕнекесем çине çырнă. 1718 çулта Петĕр патша кашни ялтах миçе арçын пулнине пĕлтерме хушнă, çак çулталăк хушшинче вĕçлемелли ĕç виçĕ çул таранчченех тăсăлнă. Тĕрĕслеме вара тепĕр виçĕ çул кирлĕ пулнă. Çакна ревизи тенĕ. Крепостла йĕркене улăштариччен пурĕ 10 ревизи ирттерме ĕлкĕрнĕ. Паллах, кăтартусем вăл вăхăтра тĕрĕс пулнă тесе калаймăн, списока хырçă тỹлекенсене анчах кĕртнĕ, помещиксем час-часах куланай укçине хăйсене нумайрах илес тесе ревизисене май пур таран тăсса пынă. Çавна май Н.Гоголь повеçĕнчи пек "вилнĕ чунсем" те пулнă. Совет тапхăрĕнчи пĕрремĕш çырав 1920 çулта, граждан вăрçипе аркану тапхăрĕнче, иртнĕ. Ун чухне халăхăн 72 процентне шута илме май килнĕ, вăрçă пынăран хăш-пĕр района çитеймен. Çĕршыври халăх шутне тĕрĕс кăтартнă пĕрремĕш çырав вара 1926 çулта иртнĕ. Çав çырава ирттерме В.Г.Михайловскипе О.А.Квитко статистиксем шухăшласа кăларнă принципсем малашнехи çыравсен никĕсне те хывăннă. Вĕсем хатĕрленĕ методика тĕрĕс те тулли кăтартусем пухма май панă. 1937 çулхи çырав халăха питĕ хумхантарнă. Унăн кăтартăвĕсем 1932-1934 çулсенчи выçлăх мĕн чухлĕ çын пурнăçне татнине палăртма пулăшнă. Çав кĕске тапхăрта халăх йышĕ 6-8 миллион çын таран чакнă. Тепĕр интереслĕ факт: çак çыравăн хучĕсем çинче "Эсир хăш тĕн çынни?" ыйту та пулнă. Çавăнпа ĕненекен те, ĕненменни те хăй православи е мăсăльман тĕнне кĕнине палăртса хуравланă. Çапла вара тĕне хирĕç кĕрешекен çĕршывра (вăл вăхăтра çапла пулнă вĕт-ха) атеистсем çук пекех пулса тухнă. Çак çырава йĕркелес ĕçе хутшăннисенчен чылайăшне "халăх тăшманĕсемпе" пĕрле лагерьсене те ăсатнă. Куратăр ĕнтĕ, çырав историйĕ пысăк, пĕр-ик сăмахпа калаймăн, пурне те аса та илеймĕн. _Чăнах та питĕ интереслĕ фактсем. Хальхи халăх çыравĕ, унăн тĕп тĕллевĕсем çинче чарăнар-ха тата. _ Халăх çыравĕ чи малтанах халăх шутне, йышне, пурнăç условийĕсене пĕлме пулăшать. Раççейри çемье епле пурăннине халăхăн тĕрлĕ енлĕ характеристики урлă (ăçта пурăнни, миçе çулта, тупăшсен çăл куçĕ тата ытти те) кăтартса парĕ вăл. Çакă социаллă пурнăçпа экономикăн малашлăх планĕсене йышăнма питĕ кирлĕ. Асăннă мероприятире пухнă хыпарсем патшалăх бюджетне йĕркелеме, экономикăна аталанма, çĕршывăн хỹтлĕх хăватне çирĕплетме, пенсисемпе тивĕçтерме, сывлăха сыхлама, вĕрентме, çурт-йĕр, çулсем тума, социаллă ыйтусене татса пама çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăрма кирлĕ. Нихăш çĕршыв та паян хăйĕн пурнăçне çырав пĕтĕмлетĕвĕсĕр йĕркелесе яраймасть. _ Çырава 2010 çулхи юпа уйăхĕн 14-25-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. Хатĕрленỹ ĕçĕсем вара пĕлтĕрех пуçланнă. Хамăр районта туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарăр-ха? _Çапла, çĕршыв шайĕнчи пысăк масштаблă мероприятие çителĕклĕ хатĕрленмесĕр, тивĕçлĕ шайри ăнлантару ĕçĕсемсĕр ирттерме май çук. Чи малтанах Раççей халăхĕн çыравне хатĕрленес тата ирттерес енĕпе ĕçлекен ятарлă комисси туса хутăмăр. Ăна район пуçлăхĕ Н.П.Миллин ертсе пырать. Çырав ирттерме тỹрремĕнех хутшăнакансене хăрушлăхсăр ĕçлеме, çурт-йĕре тата документа упрама, граждансене çырнă çĕрте тата паспорт режимне пурнăçланă чух тивĕçлĕ йĕрке туса пыма комисси ĕçне шалти ĕçсен пайĕн, Раççей миграци службин подразделенийĕн ĕçченĕсене те явăçтаратпăр. Паллах, районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен пулăшăвĕ пысăк вырăн йышăнать. Кашни комисси ларăвĕнчех вĕсем çырав енĕпе хăйсем туса ирттернĕ ĕçсем çинчен каласа параççĕ. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Пĕтĕм Раççей халăхĕн çыравне хатĕрленес тата ирттерсе ярас енĕпе ĕçлекен уполномоченнăя ĕçе илнĕ. Вăл ялсенчи кил-çуртсен списокне хатĕрлес ĕçе вĕçлерĕ. Тĕп ĕçсенчен пĕрне _ халăх пурăнакан вырăнта адрес хуçалăхне йĕркене кĕртессине _ тивĕçлĕ шайра пурнăçларăмăр. Урам ятне çырнă вывескăсене, çуртсен, подъездсен тата хваттерсен номер паллисене инвентаризациленĕ, вĕсене пахалăх тĕлĕшĕнчен палăртнă. Пурĕ 9114 çурт-йĕре тĕрĕсленĕ. Утă уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен экономиста тата штатра тăман вăхăтлăх ĕçченсене _ регистраторсене ĕçе илтĕмĕр. Регистраторсемпе çав куннех вĕренỹ йĕркелесе ирттертĕмĕр. Район территорийĕнче вырнаçнă пысăк ялсен карттисене хатĕрленĕ, çак карттăсемпе тата списоксемпе усă курса çуртсене регистраторсен участокĕсем çине пайланă. Регистраторсем вара ялсем тăрăх çỹресе пурăнакан тата пурăнман çуртсене палăртса тухаççĕ, предприятисемпе организацисен, культура, суту-илỹ, хăна тата ытти тĕрлĕ çуртсене те шута илеççĕ. Эпир районта 15 регистратора ĕçе явăçтарнă. _ Иртнĕ çыравсем тăрăх калăр-ха, хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнакансем пур-и? _ Нумаййăн мар вĕсем, çапах та халăх çыравĕнче те, ял хуçалăх çыравĕнче те тĕл пулаççĕ. Тĕслĕхрен, пĕрисем çырав материалĕсем налук службине лекесрен хăраççĕ. Калас пулать, çырав хучĕсем çинче тупăш калăпăшне кăтартни çук. Налук службисем, ытти организацисем пекех, кашни çын çинчен уйрăммăн пухнă информацие алла илеймеççĕ. Çырав листисене тирпейлесе вĕçне-хĕрне çитернĕ хыççăн пĕтĕмĕшле кăтартусемпе кăна тивĕçтереççĕ вĕсене. Çар призывĕнчен пăрăнакансем шикленеççĕ тата çыравран - вĕсемпе çар комиссариатĕнче усă курма пулать имĕш. Ку, паллах, тĕрĕс мар. Переписчиксен е статистика органĕн ытти сотрудникĕсен çырав хучĕсенчи уйрăм информацие кирек кама пама ирĕк çук, çакăншăн саккун тăрăх явап тыттараççĕ. _Кăçал сирĕн мĕнле ыйтусене татса пама тивет? _ Çыравпа çыхăннă пур ĕçе те малалла пурнăçа кĕртсе пырăпăр. Çырава хатĕрленессинчи тĕп ĕçсенчен иккĕшне - кил-çуртсен списокне тата пысăк ялсен схематика карттисене тăвассине вĕçленĕ. Регистраторсем хăйсен ĕçне вĕçленĕ хыççăн вĕсем панă даннăйсем тăрăх Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн организациллĕ планне хатĕрлеме пуçăнăпăр. Çак списоксем тăрăх çырава ирттерме миçе переписчик, инструктор тата çырав участокĕн заведующийĕ кирлĕ пулни палăрĕ. Адреслă хуçалăхпа пĕрмаях ыйтусем çуралаççĕ, вĕсене вăхăтра татса парасси, халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене малалла тăсасси, переписчиксемпе инструкторсене ĕç пỹлĕмĕсемпе, сĕтел-пуканпа, хуралпа тивĕçтерес ыйтусене татса парасси те пирĕн кăçал планпа килĕшỹллĕн пурнăçланса пырĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика