22 июля 2009 г.
Мĕне пĕлтерет-ха çак ют чĕлхерен кĕнĕ сăмах? Акăлчан чĕлхинчен вăл "кĕнекен çул çỹревĕ" тесе куçать. Кĕнекене çул çỹретме вара пĕтĕм тĕнчене çавăрса илнĕ "серепе" - Интернет пулăшать. Çамрăксем халь, вĕсем кăна-и _ вăтам, аслă çулхи çынсем, ача-пăча _ тĕрлĕ сайтсенче вăхăтне ирттерме кăмăллаççĕ. Çав хушăрах пушă вăхăтра алла чуна килĕшекен кĕнеке тытса ларас кăмăллисем те сахал мар. Хăйĕн çỹлĕкĕ çинчи кĕнекесене вуласа пĕтернĕ çын библиотекăна кайса кĕнеке шыранисĕр пуçне тата мĕн тума пултарать-ха? Ятарлă сайта кĕрсе кам мĕнле кĕнеке, ăçта "манса" хăварнине пĕлсе кайса илме пултарать. Хăй те килти библиотекинчи вуласа тухнă е кирлĕ мар кĕнекисене пĕр-пĕр вырăна (тĕслĕхрен кафере, сак çинче, çурт умне) хăварассине пĕлтерет. Буккроссинг историйĕ вăрăм мар. Вăл Америкăра 2001 çулта пуçланнă. Пĕрремĕш буккроссер кĕнекесен çул çỹревĕн сайтне уçакан Рон Хорнбэкер пулнă. Пĕр кафере кĕнекесемпе пĕрле вăл çак кĕнекесене тупакана хăйĕн сайтĕнче паллă тăвăнма ыйтса çыру хăварнă. Çакăн пек шухăш нумайăшне килĕшнĕ. Çулталăкранах "çул çỹрекен кĕнекесен библиотеки" кунсерен 300 кĕнекепе пуянланма пуçланă. Халĕ вара тĕнче тăрăх миллионшар кĕнеке çỹрет, буккроссерсен шучĕ 500 пине те çитнĕ. Çак ĕç пĕлỹ кăна мар, савăнăç та кỹрет-çке. Пирĕн тăрăхра та асăннă юхăма хутшăнса районти ача-пăча кĕнеки уявĕнче урамри саксем çине темиçе кĕнеке "манса" хăварнă тĕслĕхсем пулчĕç. Кĕнекесен çул çỹревĕ вĕсене тупаканăн çỹлĕкĕ çинче чарăнмасса, малалла тăсăласса шанас килет.