22 июля 2009 г.
Акционерсен "Прогресс" обществинче вырма ĕçĕсем пуçланчĕç. Патреккел бригадинче ĕнер пуçласа 50 гектар çинчи кĕрхи тулла вырчĕç. Вырма каçалăкне уçма Владимир Кудрявцева шанса панă. Ял хуçалăх предприятийĕнче кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1432 гектар, кĕр тыррисене 530 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Палăртнă ĕç калăпăшне кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама мĕнпур майсене çирĕплетнĕ. Ĕç çине пурĕ 8 комбайн хутшăнать, вĕсемпе ĕçлеме чи опытлă механизаторсене çирĕплетнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче ĕç çи тапхăрĕн кашни саманчĕпе тухăçлă усă курма кирлине ăнланаççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пурте пĕр вăхăтра пулса çитнине, кайран ĕç тата тăкăсрах пуласса шута илсе палăртнă лаптăкри кĕрхи тулла вăхăта кĕтмесĕр, маларах вырса пăрахса кушăхтарма палăртаççĕ. Çанталăкĕ уяр пулсан, 2-3 кунран ăна çапса тĕшĕлеме май пулать. _ Çак ĕçсене вĕçленĕ тĕле çурхи культурăсене тỹрремĕн çапса тĕшĕлеме пулĕ, _ тет ял хуçалăх предприятийĕн тĕп агрономĕ Сергей Разумов. Кĕрхи тулла ял хуçалăх предприятийĕнче хура пусă лаптăкĕнче, элита репродукцири "Галина", "Московская-39" сортлă вăрлăхсемпе усă курса акса хăварнă. Ку чухне минераллă удобренисемпе мар, органикăлла удобренисемпе апатлантарнă, лаптăксене кашни гектар пуçне шутласа 80 тонна тислĕк кăларнă. Пучахсем тулли, парка çитĕнеççĕ, апла пулсан, тухăç та япăх мар пулмалла.