Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулта юсав ĕçĕсем пыраççĕ

18 июля 2009 г.

Тăрăмри шкулта çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленеççĕ. "Вĕ-рентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн кăçал çĕнĕ сĕтел-пукан, доскасем, кĕнекесем тата ултă компьютер туяннă. Район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕ укçа-тенкĕ уйăрни информатика пỹлĕмне çĕнетме май панине те пĕлтерчĕ шкул директорĕ О.Артемьева. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама ачасен ашшĕ-амăшĕсем те хаваспах хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем алăк умне çĕнетрĕç. Шкул ачисем те ĕçрен пăрăнса юлмаççĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче пахча çимĕçе çум курăкран тасатаççĕ, шăвараççĕ. Кашни çулах "Рассвет" хуçалăха çĕр улми пухса кĕртме пулăшаççĕ. Хуçалăх та парăмра юлмасть. Вăл пулăшнипе, сăмахран, 2009 çулта библиотекăна çĕнетнĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене те çирĕп пăхăнаççĕ шкулта. "Нумаях пулмасть электричество пралукĕсене тĕпрен çĕнетрĕмĕр", _ пĕлтерет Ольга Владимировна. Тăрăмри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта пурĕ 83 ача ăс пухать. Кăçал парта хушшине пĕрремĕш хут 8 ача вырнаçĕ. Çитес çулсенче укçа-тенкĕ çителĕклĕ пулсан чỹречесене, алăксене улăштарас ĕмĕтлĕ шкул ĕçченĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика