Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преступноçа хирĕç пĕрле кĕрешмелле

18 июля 2009 г.

Тунти кун Елчĕк районĕнчи право йĕркине сыхлакан органсен ертỹçисен координаци канашĕн анлă ларăвĕнче право йĕркине сыхлакан органсем преступноçа хирĕç кĕрешес тата право йĕркине çирĕплетес тĕлĕшпе пĕрремĕш çур çулта мĕнле ĕçленине пăхса тухнă. Унта район пуçлăхĕ Н.Миллин, прокуратура работникĕсем, право йĕркине сыхлакан ертỹçĕсем, ял тăрăхĕсен, хуçалăх ертỹçисен ушкăнĕ хутшăннă. Ларăва район прокурорĕ Н.Муллин ертсе пынă. Район прокурорĕн заместителĕ В.Николаев хăйĕн докладĕнче палăртнă тăрăх, район территорийĕнче пĕлтĕрхи пĕрремĕш çур çулта 94, кăçал 109 преступлени тунă. Çак вăхăтра вăтам йывăрлăхлă преступленисен шучĕ чакнă, йывăр тата пысăках мар преступленисем тăвасси ỹснĕ. Уйрăмах йывăр преступленисем тăвасси пĕлтĕрхи шайрах юлнă. Маларах судпа айăпланнисем кăçал 19 (пĕлтĕрхи пĕрремĕш çур çулта _ 6), ниçта та ĕçлеменнисем 51 (пĕлтĕр 31) преступлени тунă. Çапла вара асăннă икĕ ушкăнти çынсем ытларах преступлени çулĕ çине тăнă. Кăçал çула çитмен çамрăксем преступленисем туман, пĕлтĕр вĕсем 4 пулнă. Эрех ĕçсе ỹсĕрĕлнĕ çынсен айăпĕпе 16 преступлени тунине тупса палăртнă. Çак кăтарту пĕлтĕрхи шайрах юлнă. Пурлăхпа çыхăннă преступленисем, çав шутра вăрласси, çынна вĕлересси тата вĕлерме хăтланнин тĕслĕхĕсем кăштах чакнă. Хĕç-пăшалпа, боеприпассемпе, сирпĕтсе ямалли хатĕрсемпе усă курса, автотранспорт хатĕрĕсене туртса илсе тунă преступленисем район территорийĕнче пулман. Çур çулхи ĕç итогĕсем право йĕркине сыхлакан органсен ĕçĕ-хĕлне çĕнĕлле йĕркелеме хистеççĕ. Çакна, паллах, общественноçпа тата профилактика субъекчĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлемесĕр пурнăçлама çук. Маларах асăннă преступленисен шучĕ ỹсни ял тăрăхĕсен администрацийĕсем профилактика ĕçне япăх йĕркеленин пĕр сăлтавĕ пулса тăрать. 2009 çулхи пĕрремĕш çур çулта Елчĕк ял тăрăхĕнче 29 преступлени тунă (пĕлтĕр _ 22). Преступленисем тăвасси Аслă Пăла Тимеш, Аслă Елчĕк, Аслă Таяпа, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен территорийĕсенче ỹснĕ пулин те, вĕсенче профилактика ĕçне тивĕçлипе йĕркелемен, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем профилактика енĕпе туса ирттерекен ĕçсем çителĕксĕр. Право йĕркине сыхлассинче халăха анлăн явăçтармаççĕ, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссисем, ашшĕ-амăшĕсен комитечĕсем, обществăлла воспитательсем учетра тăракан çула çитмен çамрăксемпе, хупса усрамалли вырăнсенчен таврăннă çынсемпе, тăнăçсăр çемьесемпе ĕçлессине лайăхлатмалла. Преступленисем тăвасси ỹснин сăлтавĕсем ял тăрăхĕсем шалти ĕçсен пайĕпе тачă çыхăнса ĕçлеменнипе, профилактика канашĕсен ларăвĕсене ячĕшĕн ирттернипе, ирĕклĕ халăх дружинисем ĕçлеменнипе те çыхăннă. Район прокуратурине районти хуçалăхсемпе предприятисен пурлăхне сыхлассине тивĕçлипе йĕркелеменни те пăшăрхантарать. Машинăпа трактор паркĕсене, сĕт-çу, лаша фермисене, пурлăх упранакан складсене, правлени çурчĕсемпе бухгалтерисене пушарпа хурал сигнализацийĕсем, видеосăнав хатĕрĕсем вырнаçтарман. Хăш-пĕр объектсене пачах хуралламаççĕ, çĕрле çутатса тăмаççĕ тата ытти те. Çавна пула лаша ("Эмметево" ООО), гербицид ("Кушкă", "Победа" ЯХПКсем), хуçалăх кассине ("Колос" ЯХПК) вăрланă. Çакнашкал фактсем пĕрре çеç мар. Районти шалти ĕçсен пайĕн обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕ В.Викторов хăй ертсе пыракан подразделени туса ирттерекен ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Преступлени тăвакансен йышĕнче ĕçсĕр тăрса юлнă çынсем, тĕрмерен тухнă граждансем нумай пулнă май халăха ĕçпе тивĕçтерессипе тăрăшмаллине, хупса усрамалли вырăнсенчен таврăннисем хушшинче профилактика ĕçне вăйлатмаллине палăртрĕ. Пурлăха вăрласси чакманнинче вĕсен хуçисен, хуçалăхсен ертỹçисен айăпĕ те пысăк. Техникăпа усă курнă хыççăн ăна хире пăрахса хăварасси чылай хуçалăхра тĕл пулать. Вăл е унăн пайĕсем çухалсан темиçе кунтан çеç пĕлтерсен "кукăр алăллисене" тупма питĕ йывăр. Фермăсенче, машинăпа трактор паркĕсенче, пурлăх упранакан вырăнсенче хурал пулманни пирки предписанисем çыраççĕ шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем. Анчах вĕсене ертỹçĕсем пурнăçламаççĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин хуçалăх пурлăхне сыхлас тĕлĕшпе яваплăха туйман ертỹçĕсем пирки çирĕп мерăсем йышăнмаллине палăртрĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем хурал ĕçне тивĕçлипе йĕркелеменрен хуçалăхсем тăкак тỹсеççĕ. Район прокурорĕ Н.Муллин прокуратура çинчен калакан саккунпа килĕшỹллĕн право йĕркине сыхлакан органсем тăратнă предписание пурнăçламасан ертỹçĕсене явап тыттарассине аса илтерчĕ. Ларура пурлăх объекчĕсенче, обществăлла вырăнсенче видеосăнав оборудованийĕсем вырнаçтарасси пирки те калаçу пулчĕ. Шалти ĕçсен пайĕ çак ĕçре пулăшу пама хатĕр. Унăн хакĕсем вăрласа кайнипе тỹснĕ тăкаксене саплаштараççĕ. Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсен ертỹçисем В.Сайкин, В.Рыбкин право йĕркине сыхлас тĕлĕшпе ял тăрăхĕсенче туса ирттерекен ĕçсемпе, малашнехи тĕллевсемпе паллаштарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика