Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă тусăм - кĕнеке

18 июля 2009 г.

 Район хаçатĕнче çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче пичетленнĕ Н. Романова библиотекарĕн "Вулани - ăслăлăх, вулани - ырă йăла" дискуссине хутшăнса манăн та хамăн шухăша пĕлтерес килет. Тĕнчере мĕн тĕрлĕ технологи аталансан та маншăн кирек хăш вăхăтра та хам çумри, нихăçан та "чăхăмламан", электроэнерги пуррипе çуккинчен, батарейкăсен питанийĕ пĕтнипе пĕтменнинчен е тата çыхăну мĕнлинчен килмен юратнă кĕнекене нимĕн те çитмест. Йăлăхтарчĕ - паллă тăватăн та айккине илсе хуратăн, кирлĕ вăхăтра алла тытатăн. Хĕллехи вăрăм каçсенче истори романĕсене вулама юрататăп. Вĕсене ача чухне вуланипе танлаштаратăп та, халĕ геройсем, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, пулăмсем çине пачах урăх куçпа пăхнине туятăп. Пĕрре вуласа тухнă кĕнекесене çавна май сире те тепре вуласа тухма сĕнетĕп - чăннипех те питĕ интереслĕ. Т. Манн, В.Скотт, А. Дюма, В. Гюго - манăн юратнă çыравçăсем. Вĕсен хайлавĕсем нихăçан та йăлăхтармаççĕ. Вырăс классикĕсенчен Ф. Достоевский, А. Чехов, Н. Гоголь килĕшеççĕ. Мĕн вулама вĕреннĕренпе шкул пĕтеричченех чăваш писателĕн Н. Мраньккан " Ĕмĕр сакки сарлака" романне миçе хут вуламан-ши тата? Вăл та ман чи юратнă писательсен шутĕнче. Çĕнĕ йăларан - "çăмăл" жанрлă кĕнекесене вулассинчен чăнах та пăрăнса юлма йывăр. Уйрăмах Д. Донцован ирониллĕ детективĕсене вулама пуçласан чарăнаймастăн. Анчах сăнатăп та - питех те час йăлăхтараççĕ вĕсем. Вара хамăн юратнă классиксем патнех таврăнатăп, вăхăтлăха унти пурнăçа "чăматăп", сире те çавнах сĕнетĕп. Вулани _ ырă йăла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика