Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Питрав _ хаваслă уяв

15 июля 2009 г.

Питрав _ хаваслă уяв Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль, Элпуç, Кармал ялĕсенче ĕмĕртенпех Питрава анлăн паллă тăваççĕ. Ĕлĕкрен пыракан йăла-йĕрке манăçмасть, çĕнелсе пырать. Кармал ялĕнчи Тукмăрçа стадионне халăх йышлă пухăннă. "Тăван ялăм _ савнă ялăм" уявран ялта пурăнакансем çеç мар, хуларисем те юлас темен курăнать, нумаййăн килнĕ. Пухăннисене уяв ячĕпе район пуçлăхĕ Н.Миллин, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкин, "Эмметево" ООО директорĕ Ю.Лапшин саламланă, ырлăх-сывлăх, телей , ăнăçу суннă. Чи малтанах "Эмметево" ООО ĕçченĕсен çурхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ тата обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе паллаштарнă. Хастар ĕçченсене Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысланă. Ырă ята çĕнсе илнисен йышĕнче _ В.Захаров тракторист, Е.Сусликова, В.Федотова рабочисем. Вăйă карти те пысăк. "Вăййа тухрĕç сар хĕрсем..." _ шăранать инçетрен илемлĕ кĕвĕ. Ял хĕрарăмĕсем чăваш кĕписене тăхăнса илемлĕ тĕрĕллĕ саппунĕсем çакса ярсан, çеçкеллĕ шурă тутăрĕсем çыхсан епле илĕртỹллĕ, вĕсем çинчен куç илейместĕн. Унтан спорт мероприятийĕсем пуçланнă. Лаша урапине сĕтĕрес, алă вăйĕ виçес, футболла выляс тата ытти ăмăртусем хаваслă иртнĕ. Урампа урам хушшинче пынă тупăшусене те ватти-вĕтти хаваспах хутшăннă. Мĕнле уяв-ха вăл юрă-кĕвĕсĕр? Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем илемлĕ юрăсемпе чылайччен тыткăнланă куракансене. "Юрă пултăр парне" концертра хастар та пултаруллă ĕçченсен ячĕпе юрă хыççăн юрă шăраннă. Чăваш Республикин Канашĕн депутачĕ, "Елчĕк ен" ентешлĕхĕн председателĕ О.Викторов та Элпуçсемпе Кармалсене уяв ячĕпе саламлама килнĕ. Сĕм çĕрлеччен тăсăлнă уяв. Така шỹрпин сĕтеклĕ шăрши таврара чылайччен сĕврĕлмен. Уява йĕркеллĕ ирттерме спонсорсем сахал мар пулăшнă. Уйрăмах ял çыннисем В.Александрова, Ю.Лапшина, "Тав" фирмăна тав сăмахĕ калаççĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культурăпа кану центрĕ умне чăваш çи-пуçне тăхăннă ял çыннисем йышлă пухăннă. Вăйă картине тăрса çаврăм хыççăн çаврăм вăйă юррисем юрланă. Уява район пуçлăхĕ Н.Миллин, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкин хутшăннă, сăмах каланă. Праçникре "Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят парасси тĕп вырăнта пулнă. Хисеплĕ ята ялти чи сумлă ветеран И.Левый тивĕçнĕ. Юрă-ташă хыççăн тĕрлĕ вăйăсемпе спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Чăваш эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ курма пынисен чунĕсене ăшăтнă. Шуршура та вăййа тухассине пăрахăçа кăларасшăн мар. Кăçалхи Питрав уявĕ ял çыннисен асĕнчен часах тухмĕ. Яла Чăваш наци радион журналисчĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ В.Иовлев, Чăваш патшалăх телевиденийĕн "Вести_Чувашия" каналăн режиссерĕ, пирĕн ентеш З.Яковлева, Алина Варна юрăç килчĕç. Хăнасем вăййа тухнине ỹкерчĕç, ватăсенчен ĕлĕкхи йăла-йĕркесем пирки ыйтса пĕлчĕç. Уренгой хулинче журналистра ĕçлекен И.Егорова инçетре уявсене мĕнле паллă туни çинчен каласа пачĕ. Ял урамĕсем тăрăх инçете саланчĕ вăйă юрри çак кун.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика