Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Перекет банкĕ тĕрлĕ пулăшу парать

15 июля 2009 г.

Перекет банкĕ тĕрлĕ пулăшу парать Экономикăпа финанс пăтăрмахĕнче Перекет банкĕ мĕнле пурăнать? Çак тата ытти ыйтусем тавра пычĕ калаçу Раççей перекет банкĕн Патăрьелĕнчи 4440 номерлĕ уйрăмĕн Елчĕкри 4440Ỹ036 хушма офисĕн заведующийĕпе А.Ф.Шадриковпа. _ Экономикăпа финанс пăтăрмахĕнче те Перекет банкĕн ĕçченĕсем çухалса каймарĕç _ клиентсене сыхласа хăварас тесе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. "Ырă кун, "Накопительный" вклад çине тимлĕх уйăрма ыйтатпăр", _ çакăн пек кĕтсе илеççĕ Раççей Перекет банкĕн хушма офисĕнче. Кунта ĕçлекенсем клиентсене саламланисĕр пуçне, ытти тĕрлĕ вкладсем, банкăн пулăшăвĕсем çинчен ăнлантарса параççĕ. Клиентсене хальтерех çеç уçнă "Доверительный", "Накопительный", "Подари жизнь", "Мультивалютный" вкладсем кăсăклантараççĕ. Çакă çеç мар, клиентсен шухăш-кăмăлне шута илсе, 4440Ỹ036 хушма офисра пуш уйăхĕнчен пуçласа "субботниксем" те ирттеретпĕр. Кашни шăмат кунах клиентсем çĕнĕ йышши вкладсем пирки консультаци илме пултараççĕ. _ Алексей Федорович, "субботник" ирттересси мĕнпе çыхăннă? _ Клиентсемпе лăпкă вăхăтра калаçса ларма, вĕсен ыйтăвĕсене хуравлама меллĕ. Çавăнпа шăмат куна суйласа илтĕмĕр те. Çак кун чылайăшĕн кану кунĕ. Клиент банкăн хушма офисне килме, хăйне кирлĕ информаципе паллашма пултарать. Эпир те хамăрăн клиентсене сыхласа хăварма май тупрăмăр. _ Пытарма кирлĕ мар, тĕрлĕ тỹлевсене хывнă чухне вăхăт сахал мар çухалать. Перекет банкĕ çак çитменлĕхе пĕтерес енĕпе мĕн сĕнет? _ Клиентсен вăхăтне перекетлес енĕпе ятарлă тỹлев терминалĕсемпе, банкоматсемпе туллинрех усă курма сĕнесшĕн. Вĕсем урлă коммуналлă пулăшусемшĕн, çут çанталăк газĕшĕн, электроэнергишĕн, телефонсемпе усă курнăшăн, тỹлевсене уйрăм çынсем налуксене хывма пултараççĕ. Çавăн пекех кабель телевиденийĕпе, Интернетпа усă курнăшăн тỹлеме майсем пур. Банксенчи кредитсемпе татăлаççĕ, ачасемшĕн вĕренỹ тỹлевĕсене те хываççĕ. Самообслуживани хатĕрĕсемпе _ банкоматсемпе, терминалсемпе усă курса клентсем вăхăта чылай перекетлеççĕ _ контролер, кассир патне тăрса вăхăта ирттермеççĕ. Çавăн пекех клиентсен çывăх тăванĕсемшĕн те тỹлевсене хывма пултараççĕ. Пирĕн районта хальлĕхе 2 банкомат, 8 терминал вырнаçтарнă. Вĕсем _ Перекет банкĕн Елчĕкри хушма офисĕнче (Иванов урамĕ, 13-мĕш çурт), "Елчĕкри сыр пĕçерекен завод" ОАОра (Кооператив урамĕ, 63-мĕш çурт), 40-мĕш номерлĕ аптекăра (Комсомол урамĕ, 4-мĕш çурт), "Золотая Нива" кафере (Иванов урамĕ), 75-мĕш АЗСра (Юбилей урамĕ), 186-мĕш АЗСра (Канаш шосси), сотовăй телефонсен салонĕнче (Беляев урамĕ), 4440Ỹ039 уйрăмра (Çирĕклĕ Шăхаль ялĕ). Елчĕкри 4440Ỹ036 хушма офисра ĕçлекенсем банкоматпа, тỹлев терминалĕсемпе мĕнле усă курмаллине ăнлантарса параççĕ, тĕрлĕ тỹлевсем хывма пулăшаççĕ. _ Алексей Федорович, Перекет банкĕ тата мĕнле пулăшусем пама пултарать? _ Тĕрлĕ енлĕ сĕнỹсем нумай. Акă, Республика кунне палăртнă вăхăтра "21-мĕш регионăн ылтăн кунĕсем" акци иртрĕ. Клиент 20 грамм ылтăн туянса ятарлă счет çине куçарса хушма 1 грамм хаклă метала тỹлевсĕр илчĕ. Акци çĕртме уйăхĕн 18-30-мĕшĕсенче Перекет банкĕн Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă пĕтĕм уйрăмĕсенче иртрĕ. Хушма офисра клентсем хаклă металсене туянма, сутма пултараççĕ. Счета тỹлевсĕр йĕркелесе пыраççĕ. Перекет банкĕ Раççейре, ют çĕршывсенче кăларнă тимĕр укçасене те сутать. Илемлĕ, питĕ лайăх хатĕрленĕ, тĕслĕ тата ылтăн, хаклă чулсемпе витнĕ укçасем кашнинех хăйсем патне илĕртеççĕ. Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче "Автопробег" акци пуçланчĕ. Ăна Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ автосалонсемпе, "Росгосстрах" компанипе пĕрле ирттерет. Автомобильсен колонни республикăри кашни района, хулана çитме тăрăшать, автомобиль кредичĕсене илме кăмăллакансене консультаци парать. Перекет банкĕ паракан пулăшу тĕрлĕ енлĕ. Çавăнпа клиентсене хушма офисра яланах кĕтетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика