Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял атлечĕсем вăй виçрĕç

15 июля 2009 г.

 Шупашкарта Раççей ял тăрăхĕсенчи йăлана кĕнĕ наци спорт енĕсемпе финал ăмăртăвĕсем иртнĕ. Вĕсенчен пĕри _ кире пуканĕ йăтасси. Ку енĕпе пирĕн район каччисем маттур. Арçынсем икĕ пăтлă кире пуканĕсене кăкăр çинчен тĕртнĕ, унтан сулахай тата сылтăм алăсемпе сулласа йăтнă. Çак упражненисене пурнăçлама 10-шар минут уйăрнă. Пирĕн районти А.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан пăхаттирсем "маххă" паман. Кавалти Сергей Соловьев 32 килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 94 хут тĕртнĕ, сулахай тата сылтăм алăсемпе икĕ пăтлă кире пуканне йăтса 49,5 очко пухнă. Унăн командăри юлташĕ _ Тăрăмри Д.Енедеров та хастар. Вăл кире пуканĕсене кăкăр çинчен 78 хут тĕртнĕ, сулахай тата сылтăм алăсемпе сулласа йăтса 59 очко, икĕ енлĕ ăмăртура 137 очко пухса спорт мастерĕн нормативне тултарма çывăх пулнă. Малашне шанма пулатех _ пирĕн районтан тепĕр спорт мастерĕ тухĕ. Спорта юратакансем Ĕнелти О.Николаева лайăх пĕлеççĕ _ çулсеренех тĕрлĕ ăмăртусенче пысăк çитĕнỹсем тăвать вăл. Финал ăмăртăвĕнче те вăл хăйĕн виçинче призерсен йышне кĕчĕ. Хĕрсен ушкăнĕнче те Елчĕксем палăрчĕç. Хăвăлçырмари О.Маликова пĕр пăтлă кире пуканне сулласа йăтса 201 очко пухнă, абсолютлă чемпионка ятне тивĕçнĕ. Асăннă атлетсем хăйсен ăсталăхне А.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи О.Федоров преподаватель-тренер патĕнче туптанă. Сăмах май, вăл нихăçан та ỹркенмест, кашни ял тăрăхĕнче пулса пултаруллă атлетсене тупать, вĕсемпе малалла ĕçлесе спортăн аслă çулĕ çине кăларать. Ахальтен мар ял хуçалăх академинче, ытти аслă вĕренỹ заведенийĕсенче ĕçлекенсем О.Федоров вĕренекенĕсемпе кăсăклансах тăраççĕ, вăл хатĕрленĕ атлетсене хăйсем патне йыхăраççĕ. Кăçалхи наци спорт енĕсемпе ирттернĕ финал вăййисенче преподаватель-тренера судьясен йышне кĕртнĕ _ çакă квалификацине ỹстерме май парать. ДЮСШри тепĕр преподаватель-тренер В.Демьянов та ăмăртăва ертсе пыма хутшăннă. Елчĕк енĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕсене пула Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди 14 регионтан килнĕ спортсменсенчен иккĕмĕш вырăна тухнă. Пушкăртстан командипе пĕр пек очко пухнă пулин те, чăвашсем йышăннă вырăнсене кура кĕмĕл медальсемпе килĕшме тивнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика