Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Кĕрешỹ" аталанать

15 июля 2009 г.

 "Кĕрешỹ" чăваш наци мелĕпе вăй виçесси республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те _ чăвашсем йышлă пурăнакан тăрăхсенче вăй илсе пырать. Кĕрешĕвĕн çак енне кăмăллакансем Самар облаçĕнчи Шентала районĕнчи регионсем хушшинчи турнира хутшăннă. Çак тăрăхра çуралса ỹснĕ пĕр тăван генералсен Сидоровсен призĕсемшĕн Самар, Ульяновск облаçĕсенчен, Тутарстанпа Чăваш Енрен килнĕ спортсменсем тупăшнă. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче пирĕн районтан кайнă кĕрешỹçĕсем те пулнă. Вĕсем чыса ỹкермен. 40 килограма çитичченхи виçере Аслă Елчĕкри Э.Адюков малти вырăна тухнă. Унран ентешĕ Г.Обручков та юлман. Аслă Елчĕк çамрăкĕ 50 килограма çитичченхи, Кушкăри Э.Дергунов 60 килограма çитичченхи виçесенче чемпионсем пулса тăнă. Кушкăри П.Зайцев, Аслă Елчĕкри Г.Адюковпа А.Горшков та хăйсен виçисенче палăрнă, иккĕмĕш вырăна йышăннă. Командăсенчен Чăваш Енĕн кĕрешỹçисем иккĕмĕш вырăнта.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика