Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пăхăнса

11 июля 2009 г.

 Федерацин 2008 çулхи раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче йышăннă "Патшалăх тата муниципалитет тĕрĕслевне пурнăçланă чух предприятисемпе организацисен тата уйрăм предпринимательсен ирĕкĕсене хỹтĕлесси çинчен" 294 номерлĕ саккунĕпе килĕшỹллĕн Раççей Федерацийĕн прокуратура органĕсем тĕрлĕ полномочи (ĕçе татса памалли право) пурнăçлаççĕ. Асăннă саккунăн 9 статйин 2 пайĕнче планпа пăхса хăварнă патшалăх тата муниципалитет тĕрĕслевĕсене виçĕ çулта пĕр хутран ытла мар ирттерме палăртнă. Çак саккунăн 10 статйин 2 пайĕнче планпа пăхса хăварман тĕрĕслев пирки те асăннă. Хăçан ирттереççĕ-ха ăна? Прокуратура ĕçченĕсен плана кĕртмен тĕрĕслеве çакăн чух ирттерме ирĕк пур: 1. Муниципалитетăн право акчĕсемпе çирĕплетнĕ ыйтусене пăснăшăн çырнă асăрхаттарусене пурнăçламалли вăхăт иртсе кайнă пулсан. 2. Патшалăх тата муниципалитет тĕрĕслев органĕсене граждансенчен, предприятисемпе организацисенчен, уйрăм предпринимательсенчен, патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен, массăллă информаци хатĕрĕсенчен çак фактсене çирĕплетекен çырусемпе заявленисем килсен: - граждансен пурнăçĕпе сывлăхне, чĕрчунсене, ỹсен-тăрансене, çут çанталăка, патшалăх тăнăçлăхне сиен кỹрес тата чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухас хăрушлăх çурални çинчен; - граждансен пурнăçĕпе сывлăхне, чĕрчунсене, ỹсен-тăрансене, çут çанталăка, патшалăх тăнăçлăхне сиен кỹнĕ тата чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухни çинчен; - потребительсен прависене пăсни çинчен. 2009 çулхи çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Елчĕк район прокуратури Раççейри куçман пурлăхăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсем хушшинчи 6-мĕш номерлĕ уйрăмĕн тĕп инспекторĕн заявленине пăхса тухнă. Унта 2009 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕпе утă уйăхĕн 3-мĕшĕчченхи тапхăрта Ленин ячĕллĕ, К.Маркс ячĕллĕ, "Звезда" ООО, "Аранчеево" ООО, "Искра" ООО, "Труд", "Знамя", "Дружба", "Восход", "Луч", "Смычка", "Мир" хуçалăхсенче плана кĕртмен тĕрĕслевсем ирттерме ыйтса çырнă. Федерацин 2008 çулхи раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче йышăннă "Патшалăх тата муниципалитет тĕрĕслевне пурнăçланă чух предприятисемпе организацисен тата уйрăм предпринимательсен ирĕкĕсене хỹтĕлесси çинчен" 294 номерлĕ саккунĕн 10 статйин 11 пункчĕпе килĕшỹллĕн планра пăхса хăварман тĕрĕслев ирттерме сăлтав çуккине кура çак хуçалăхсенче тĕрĕслевсем ирттерессине хирĕçленĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика