11 июля 2009 г.
Районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕн _ Акатуйăн мероприятийĕсене ирттерме вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене туллинрех явăçтарас тĕллевпе район пуçлăхĕ Н.Миллин ятарлă йышăну кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн, районти Акатуй уявĕн тĕп мероприятийĕсенчен пĕр пайне ял тăрăхĕсенче ирттерме палăртаççĕ. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ _ общество инфратытăмне (социаллă пурнăçпа культура, инженери системи, транспорт) аталантарассинче, архитектура сăн-сăпатне лайăхлатассинче, çурт-йĕр тăвассинче, тирпей-илем кĕртессинче паллă вырăн йышăннă ял тăрăхне палăртса конкурс çĕнтерỹçисен паха опытне анлăн сарасси. Конкурса тăратнă материалсенче ял тăрăхĕсен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ăмăртăвĕн кăтартăвĕсене, малашлăх тĕллевĕсене тата ытти пĕтĕмлетỹсене шута илеççĕ.