Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăмсен ĕçĕ курăмлă

11 июля 2009 г.

 Пирĕн çĕршывра иккĕмĕш çул паллă тăвакан Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа ирттерекен районти мероприятисен йышне кĕчĕ районти хĕрарăмсен канашĕн отчетпа суйлав пухăвĕ. Вăл районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче иртрĕ. Унта ялсенчи хĕрарăмсен канашĕсен ертỹçисем, членĕсем, районти хĕрарăмсен юхăмне малалла аталантарас енĕпе пысăк активлăх кăтартакан пултаруллă та маттур пикесем, район пуçлăхĕ Н.Миллин, райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ А.Александрова хутшăнчĕç. Конференцин пĕрремĕш ыйтăвĕпе _ районти хĕрарăмсен канашĕ юлашки виçĕ çул хушшинче пурнăçланă ĕçсем çинчен районти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Е.Михайлова доклад туса пачĕ. Вăл çак тапхăр хĕрарăмсен канашĕшĕн патшалăх тата обществăпа политика событийĕсемпе пуян пулнине палăртрĕ. Çамрăксен, Çемье, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕсене, тĕрлĕ шайри суйлавсене тивĕçлĕ шайра ирттерес тĕлĕшпе, наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе канаш çанă тавăрса ĕçлет. Çулран-çул çемье, хĕрарăм тата ачасен ыйтăвĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрассине тĕпе хурать. Çивĕч ыйтусене ушкăнпа сỹтсе явса татса парас тĕллевпе çавра сĕтел хушшинче калаçусем, семинарсем, вырăна тухса канашлусем йĕркелеççĕ. Çамрăк амăшĕсене чыс тăвасси, амăшĕн капиталĕн сертификатне чаплă лару-тăрура парасси те йăлана кĕнĕ. Хĕрарăмсен канашĕ паллă уявсенчен аякка пăрăнса юлмасть, районти пĕр праçник те унсăр иртмест тесен те тĕрĕс. Культурăпа спорт фестивалĕсене, хĕрарăмсен слечĕсене районти вуншар пике, хĕрарăм пысăк хаваслăхпа хутшăнать. Çемье, амăшĕсен, ваттисен кунĕсем, календарь çинчи ытти паллă уявсем асран каймалла мар лайăх иртеççĕ. Хĕрарăмсен канашĕ вырăнти влаç органĕсемпе, ветерансен канашĕпе, ялсен старостисемпе, шкулсенчи ашшĕ-амăшĕсен комитечĕсемпе, попечитель канашĕпе, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекципе тачă çыхăнса ĕçлет. Пĕрле канашласа ĕçлесен çеç пурнăçра ỹсĕмсем тума пулать. "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" акци, аса илỹ каçĕсем йĕркелесси, ĕç династийĕсене, кĕмĕл, ылтăн, бриллиант туйсем ирттерекен çемьесене чысласси районти хĕрарăмсен канашĕн ĕçĕнче тĕп вырăнта тăрать. Ачасене çирĕп воспитани парас ĕçре хĕрарăм-депутатсем те алă усса ларманни савăнтарать. Йывăр çемьесене адреслă пулăшу парасси çине те канаш пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшни пархатарлă. Курнавăш, Шăмалак, Çуткỹл ялĕсенчи, Елчĕкри тĕп больницăри, районти тĕп библиотекăри хĕрарăмсен канашĕсен ĕçĕсем (председателĕсем Р.Горшкова, В.Усанова, Е.Никифорова, О.Кудашова, О.Архипова) уйрăмах курăмлă. Вĕсем ĕç-хĕле, пушă вăхăта пурнăç таппинчен кая юлмасăр йĕркелеме, усăллă ирттерме тăрăшаççĕ. Отчета сỹтсе явса районти хĕрарăмсен юхăмне аталантарас ĕçре икĕ теçетке çул ĕçленĕ К.Леонтьева ветеран, Курнавăшри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Р.Горшкова, районти тĕп больницăри тĕп акушер-гинеколог А.Пупина, район пуçлăхĕ Н.Миллин тухса калаçрĕç, тĕрлĕ сĕнỹсемпе канашсем пачĕç, хĕрарăмсем пурнăç тыткăчи пулнине çирĕплетсе çемьере юрату, телей, ĕçре ăнăçусем сунчĕç. Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтупа конференци делегачĕсем районти хĕрарăмсен канашĕн членĕсене, унăн председательне суйларĕç. Пĕр шухăшлă пулса районти хĕрарăмсен канашне ертсе пыма Е.Михайловăнах шанчĕç, районти тĕрлĕ отрасльте вăй хуракан пултаруллă 11 хĕрарăма канаш членĕсене тата республикăри хĕрарăмсен ХV съездне кайма делегатсем суйларĕç. Районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем М.Демьяновăпа И.Шурбин пухăннисене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика